Ăшшăн саламлатпăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе, çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе тунă çитĕнỹсемшĕн тата общество ĕçĕнчи хастарлăхшăн ЧР Шăмăршă муниципалитет округĕн Шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Канашĕн тата Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертỹçине Егор Михайлович Сетриванова Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.
ЧР Пуçлăхĕн Указĕпе, профессири пысăк çитĕнỹсемшĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн драма артистне _ ертсе пыракан сцена ăстине Дмитрий Анатольевич Петрова (вăл Пуянкассинче çуралса ỹснĕ) «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ» хисеплĕ ят панă.