Социаллă тỹлеве тивĕçнĕ
ЧĂВАШ ЕНРИ 12 çемье «Ял территорине комплекслă майпа аталантарасси» патшалăх программипе çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе социаллă тỹлеве тивĕçнĕ. Пĕтĕмĕшле сумма 34,8 миллион тенкĕпе танлашать. Çак пулăшăва Шăмăршă, Канаш, Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Йĕпреç, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар, Етĕрне, Елчĕк тата Тăвай округĕсенче пурăнакансем тивĕçнĕ.
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, программăна хутшăнакансем пурте ялта пурăнаççĕ, агропромышленность комплексĕнче, социаллă сферăра тата ветеринари организацийĕсенче ĕçлеççĕ.
Е.ЖОЛОБОВА.