Сĕрме купăс сасси манăçмасть

Сĕрме купăс сасси манăçмасть

ПИРĔН пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр _ Мария Николаевна Жамкова. Вăл пире тăватă çул хушши Кивĕ Чукал шкулĕнче тарăн пĕлỹ парассишĕн тăрăшрĕ. Унтанпа 55 çул та çитрĕ ĕнтĕ. Мария Николаевнăн та кăçал юбилей: сентябрĕн 29-мĕшĕнче 80 çул тултарать.

Çак кунсенче эпир хамăрăн пĕрремĕш учительницăпа тĕл пулу йĕркелерĕмĕр, иртнĕ вăхăта пысăк хавхаланупа тата савăнăç куççулĕ витĕр аса илтĕмĕр. Мария Николаевна пире сĕрме купăс каласа юрлаттаратчĕ. Кашни уяврах хамăр класри ачасемпе концерт лартса параттăмăр.

Тĕл пулу вăхăтĕнче эпир хамăр шкулта юрланă юрăсене аса илтĕмĕр. Мария Николаевна хăйĕн сăмахĕпе хăех кĕвĕленĕ çĕнĕ юрăпа савăнтарчĕ. Епле талантлă çын вĕт-ха вăл, пирĕн пĕрремĕш вĕрентекенĕмĕр! Эпир Мария Николаевна Жамковăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Тепĕр хут унпа тĕл пуласса тỹсеймесĕр кĕтетпĕр.

1970-çулта Кивĕ Чукал шкулĕнчен вĕренсе тухнисем.



18 июля 2025
14:24
Поделиться