Тĕп вырăнта - çĕнĕ социаллă проектсем
ИЮЛĔН 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче _ çав шутра Шăмăршă муниципалитет округĕнче те _ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.
Халăхпа тĕл пулса калаçма Шупашкартан Гостехнадзорăн Чăваш Республикинчи патшалăх инспекцийĕн тĕп инспекторĕн çумĕ Валерий Михайлов килнĕ. Валерий Вениаминович тата округ администраци пуçлăхĕн ĕçне вăхăтлăха туса пыракан Андрей Кокуркин малтан округ администрацийĕнче иртнĕ анлă канашлу ĕçне хутшăннă. Пĕрлехи информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕпе _ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă çĕнĕ социаллă проектсем пирки («Ниме _ халăх бюджечĕ», «Сывлăх патне _ утăм», «Чăваш Енри илемлĕ çулла», «Мирлĕ пурнăçа _ утăм», «Республика Пуçлăхĕн контролĕнче») _ калаçу йĕркеленĕ.
Тĕл пулу вăхăтĕнче çавăн пекех Чăваш Респу- бликин 2025-çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки пĕлтернине итленĕ.
Информаци ушкăнĕсем çак кунах Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕнче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă, округ администрацийĕн çуртĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕпе йышăнассине йĕркеленĕ.
Н.ИЛЬИНА.