Турă Амăшĕн хỹтлĕхĕнче пурăнар
ЧИРКỸ календарĕ тăрăх Раççейри православи халăхĕшĕн июлĕн 21-мĕшĕ (кивĕ стильпе _ июлĕн 8-мĕшĕ) Хусанта тупнă Турă Амăшĕн сăнне асăнмалли кун шутланать. Çакă Турă Амăшĕн сăнне вырăсла Казанская икона Божией матери теççĕ. Праçникне те Казански (Казанская) теççĕ.
Çак икона 1579-çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче, Хусанти вăйлă пушар вăхăтĕнче, 10 çулхи Матрона тупнă. Турăш вут-çулăмпа сиенленмен пулнă. Святыня выртнă вырăн пирки Турă Амăшĕ Хăй систернĕ тесе çирĕплетеççĕ.
Çак уява ноябрĕн 4-мĕшĕнче те паллă тăваççĕ. Ăна 1612-çулта Мускав хулине Польша интервенчĕсенчен ирĕке кăларнипе çыхăнтараççĕ. Татăклă штурм умĕн, çĕрĕпе, вырăссен çарне ертсе пыракан Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский тăшмана çапса аркатмашкăн пулăшу ыйтса кĕл тунă. Шăпах Хусанта тупнă Турă Амăшĕн иконĕ пулăшнипе ноябрĕн 4-мĕшĕнче вырăссем тĕп хулана кĕнĕ. Халĕ çак уява Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ пек те паллă тăваççĕ.
Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.