Тăван çĕр-шыва мухтарĕç юрăпа

Çак ятпа кỹршĕллĕ Тутарстанăн Çĕпрел районĕн центрĕнче _ Кивĕ Çĕпрел ялĕнче _ IX-мĕш Халăхсем хушшинчи православи тĕнĕн «Çимĕк юррисем» фестивалĕ иртнĕ. Ăна Раççейри Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçи çулталăкне тата Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 80 çул çитнине халалланă. Уявра Тутарстанăн, Чăваш Енĕн, Ульяновск облаçĕн паллă фольклор ансамблĕсемпе солисчĕсем хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Сергий Радонежский преподобнăй ячĕллĕ чиркỹ территорийĕнче йĕркеленĕ уявра Шăмăршă муниципалитет округĕн пултарулăх коллективĕсем те палăрнă. Вĕсем: Палтиел ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Çăл куç» ансамблĕ (ертỹçи _ Татьяна Долгова), Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен «Илем» ансамблĕ (ертỹçи _ Ирина Угарина). «Çăл куç» _ «Россия, моя Россия», Татьяна Долгова солист _ «Русь моя», «Илем» «Плачет белая береза» тата «Пурте пĕрле савăнар» юрăсене ăста шăрантарнă. Пирĕн округ артисчĕсем фестиваль лауреачĕн Дипломне, асăнмалăх парнесене тивĕçнĕ.
Палăртма кăмăллă, асăннă пултарулăх коллективĕсем _ уявăн яланхи участникĕсем. Çакă _ Шăмăршă округĕн чысĕ.
З.Свеклова.