«...Умна саппун çак куççульне шăлма»

«...Умна саппун çак куççульне шăлма»

УЛАТĂР хулинче июнĕн 9-мĕшĕнче пулса иртнĕ трагеди нумай çыннăн чĕрине ыраттарма тивĕç. 16 çулти шкул ачи _ 22 сехет те 40 минутра _ спорт мотоциклĕпе çул аяккине анса кайса бетон юпа çине пырса тăрăннă. Çамрăк çын вилмеллех аманнă.

Çак мотоцикла ăна икĕ эрне каялла амăшĕ илсе панă пулнă, ачин транспорт хатĕрĕпе çỹреме ятарлă удостоверени çуккине те шута илмен. Амăшĕ пĕртен-пĕр ывăлне яланлăхах çухатнă. Халĕ, мĕн чухлĕ йĕрсен те, çамрăк çынна каялла тавăраймăн.

Улатăрта çеç мар, пирĕн Шăмăршăра та, округри ялсенче те çамрăксем мотоциклпа çĕр çĕмĕрттерсе çỹреççĕ. Инкек пулмĕ тесе кам шантарайĕ?

«Пирĕн ялта çĕрлехи вăхăтра мотоцикл сасси кĕрлесе кăна тăрать, çынсене лăпкăн çывăрма памасть, _ çырать Виçпỹрт Шăмăршăран Александр (хушаматне асăнмăпăр). _ Пĕр мотоцикл çеç мар _ виççĕ-тăваттă е ытларах та. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисем çĕрĕ-çĕрĕпе ăçта çỹренине мĕншĕн контрольлесе тăмаççĕ-ши? «Вăйăран вăкăр тухать», _ тенĕ ваттисем. Пысăк инкек пуласран Турă сыхлатăрах».

Мотоциклпа çеç мар, велосипедпа та тĕттĕмре хытă хăваласа çỹрени пурнăçшăн хăрушлăх кăларса тăратать. Çăва тухнăранпа Шăмăршă округĕнче 4 çамрăк велосипедист ỹксе аманнă, иккĕшĕ пуçламăш класра çеç вĕренет-ха. Çĕр çинче кăна-и _ шывра та инкек юнашарах тăрать. Кăçалхи çу кунĕсенче республикăра 2 ача путса вилнĕ.

Июнĕн 1-мĕшĕнче _ Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли кун _ йĕркеллĕ ăшăнса та çитеймен Сăр юхан шывĕнче 12 çулти хĕрачан пурнăçĕ татăлнă. Ишме пĕлменскер, хĕрача шывра утса пынă чух авăра çакланнă та каялла тухайман. Çăлавçăсем çитнĕ çĕре хĕрача шыв нумай çăтса вилнĕ пулнă. Инкек-синкек пуласран сыхланас тĕллевпе, Чăваш Республикин правительстви 16 çула çитмен çамрăксене аслисемсĕр шыва кĕме чарнине те шута илмеççĕ: хамăрăн округра та çуллахи шăрăх кунсенче пĕвере ача-пăча чăмпăлтатнине курма пулать.

Юлашки 10 çул хушшинче Шăмăршă тăрăхĕнче 3 ача шыва путса вилнине мĕншĕн хăвăрт мантăмăр-ши? Маларахри çулсенче те хăрушă инкек темиçе те пулнă. Ачасем аслисемсĕр _ хăйсем тĕллĕн кăна _ шыва кĕни ырри патне илсе çитермесен те пултарать.

Чăнах та, хăйсен ачисене ĕмĕрлĕхех çухатнă ашшĕ-амăшĕ çав хăрушă трагедие нихăçан та манаймĕ, чĕре суранĕ аса илтерсех тăрать. Çынсен ачисем шăкăл-шăкăл калаçса, выляса-кулса шкула кайнине, çитĕнсен вара аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕнине, каччăсем салтака юрăхлă пулнине, çамрăксем туй туса пĕрлешнине кураççĕ те, куççульне шăлаççĕ. Вĕсен ачи те шкула кайнă, университетра е академире вĕреннĕ, салтакра Тăван çĕр-шыва хỹтĕленĕ пулĕччĕ вĕт-ха, çул çитсен ывăла авлантарнă е хĕрне качча панă пулĕччĕç, ватлăхра мăнуксем савăнăç кỹрĕччĕç... Çук, çак ĕмĕт пурнăçа кĕреймерĕ, хăрушă инкек çемье телейне çапса хуçрĕ. Нумай ашшĕ-амăшĕ ачи пỹкле вилĕмпе вилнĕшĕн хăйсене айăплă туять: «Мĕншĕн çав кун ывăла (хĕре) шыва кĕме ятăм-ши?», «Мĕншĕн ăна мотоцикл туянса патăмăр-ши?»

Çапла: темиçе «Мĕншĕн?» ыйту тухса тăрать, çак ыйту çине мĕнле тĕрĕс хуравламаллине те пĕлейместĕн.

...Иртнĕ эрнере Шупашкарти Çĕнтерỹ тата Хевеш урамĕсенчи нумай хваттерлĕ çурт чỹречинчен 5 тата 3 çулти ачасем ỹксе йывăр аманни çинчен пĕлтĕмĕр. Прокуратура телевидени урлă республикăри кашни ашшĕ-амăшне ачасене куçран ан вĕçертĕр, вĕсене уçă чỹрече çывăхне ан пыртарăр тесе чĕнсе каларĕ.

Чỹречерен ỹкнĕ тĕслĕх хулара çеç мар, ялта та пулма пултарать. Çавăнпа та асăрхануллă пулни питех те кирлĕ, пĕчĕк ачасене самантлăха та хамăртан уйăрмалла мар.

Çуллахи каникул вăхăтĕнче яла хула ачисем те йышлă килеççĕ. Ялтисемпе танлаштарсан, вĕсем шухăрах, вут-кăварпа ашкăнас хăрушлăх та ỹсет. Ватă асаннепе кукамай мăнуксене асăрхаса та çитереймĕ, ытти çывăх тăванĕсен, кỹршĕ-аршăн тимлĕхĕ те кирлĕ.

Çу кунĕсем савăнăçпа кăна, куççульсĕр иртчĕр тесе, чăн малтан аслисен тăрăшмалла, ял территори уйрăмĕсен шыва кĕмелли вырăнсене çирĕп контрольлесе тăмалла.

Ив.САЛАНДАЕВ.



18 июля 2025
11:37
Поделиться