Упана камера ỹкерсе илнĕ
ПИРĔН вăрманта упа чăнласах та пур иккен. Ăна Шăмăршă çывăхĕнче мар, Чукал тăрăхĕнче асăрханă. Вăрман «патшине» сунар хуçалăхĕнчи видеокамера ỹкерсе илнĕ. Упа тискер чĕр чунсем валли апат тата çуламалли тăвар хурса паракан вырăна пырса тухнă та, кăштах тăрсан, вăрмана кĕрсе çухалнă.