Вăрман _ хăрушлăхра!
ГРАЖДАНСЕМ! Шăрăх çанталăк вăрманта вут-кăвар тухас хăрушлăха нумай ỹстерчĕ. Çавна май эпир сире вăрмана транспортпа та, çуран та кĕрсе çỹреме сĕнместпĕр. Уйрăмах çирĕп режим вăхăтĕнче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманшăн граждансене _ 40 пинрен пуçласа 50 пин таран, должноçри çынсене _ 60 пинрен тытăнса 90 пин таран, юридици сăпачĕсене (юридические лица) 600 пинрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран шраф тỹлеттерме пултараççĕ.