45 çул _ телей çулĕпе

ШĂМĂРШĂРИ ЗАГС пайĕнче 45 çул пĕр-пĕрне юратса тата килĕштерсе пурăнакан Табаковсен çемйине чысларĕç.
Вячеслав Геннадьевичпа Валентина Михайловна Табаковсем _ педагогсем. Институт хыççăн направленипе 20 çула яхăн Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнче ĕçленĕ. Табаковсен çемйи ялта тата Шăмăршă тăрăхĕнче пысăк авторитетпа палăрнă. Валентина Михайловнăна икĕ хутчен район Совечĕн депутачĕ пулма та суйланă.
Табаковсем икĕ ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă. Валентина Михайловна _ аслă квалификаци категориллĕ педагог, Раççейри чи лайăх учительсен конкурсĕн çĕнтерỹçи. Çавăн пекех вăл Раççей Президенчĕн Грантне те тивĕç пулнă. Хисеплĕ вĕрентекенĕн ытти награда та пур. Вячеслав Геннадьевич пирки те ырă сăмах нумай калама пулать. Унăн выпускникĕсем хушшинче республикăра тата çĕр-шывра палăрнă спортсменсем те нумай.
Мăшăрсене юбилей ячĕпе Шăмăршă муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Андрей Кокуркин, Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ Константин Васильев, пĕрле ĕçлекенсемпе тус-юлташĕ чĕререн саламланă. Савăнăçлă мероприятие Татьяна Долгова солисткăпа Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕнчи учительсен ансамблĕ чуна ачашлакан юрăсемпе илем кỹнĕ.
Т.МАТВЕЕВА.