Аякри Шăмăршă ялĕ тата патшалăх хỹтлĕхне илнĕ шурлăх çинчен

Аякри Шăмăршă ялĕ тата патшалăх хỹтлĕхне илнĕ шурлăх çинчен

1600-Çулсенче пирĕн Шăмăршăран темиçе çемье хальхи Ульяновск облаçĕн Кузоватово тăрăхне куçса кайнă та, Шăмăршă ятлă ял йĕркелесе янă. Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, хресченсене кунти пуян шыв-шур тата анлă çĕр илĕртнĕ. Шăмăршă ялĕ пулса кайнă чухне çул-йĕрсĕр тăрăха тỹре-шара та питех килсе курăнман.

Ульяновск облаçĕн Кузоватово районĕнчи Шăмăршă çинчен эпĕ маларах хамăр хаçатра кĕскен çырнăччĕ ĕнтĕ. Çак хыпар вара вулаканшăн интереслĕ пуласса шанатăп: Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаторĕн Алексей Юрьевич Русскихĕн хушăвĕпе, Шăмăршă ялĕ çывăхĕнчи «Шемуршинское» («Шăмăршă») шурлăха çут çанталăк палăкĕ тесе йышăннă. Çак йỹçлĕхе мĕншĕн патшалăх шайĕнче хỹтĕлесшĕн-ха? Сăлтавĕ паллă: 10 гектар ытла йышăнакан путлăхлă вырăнта тĕлĕнсе каймалла пуян çут çанталăк упранса юлнă. Кунта пирĕн тăрăхра ытти çĕрте ỹсмен Лапланди йăмри хăйĕн çутă шурă çулçисемпе илемлĕн сарăлса ларать. Йỹçлĕхре сайра тĕл пулакан мăк (наукăри ячĕ _ «сфагнум балтикум»), кĕтмел тата ытти ỹсен тăран ешерет.

«Вахта трехлистная» текен ỹсен-тăрана вара Раççĕйĕн Хĕрлĕ кĕнекине кĕртнĕ. Вăл _ питĕ усăллă эмел курăкĕ, унпа пỹрепе пĕвер, маляри, вар-хырăм чирĕсемпе ытти амакран сипленеççĕ. Ĕлĕкрех _ çак курăка татма саккунпа чариччен _ «вахта трехлистная» текеннипе сăравĕретнĕ чух усă курнă. Ăна кăштах çеç хушсан та, ĕçмелли шĕвек ытарма çук тутлă пулать иккен. Ахальтен мар ĕнтĕ Самар тăрăхĕнчи купцасем çак курăка Мускаври тата Питĕрти сăра завочĕсем таранах илсе кайса сутнă. Шăмăршă шурлăхĕн флорине 36 тĕрлĕ кĕпçеллĕ ỹсен-тăранпа 7 тĕрлĕ мăк пуянлатать. Шурлăха юратакан вĕçен кайăксемпе ытти чĕр чун нумай. Ĕлĕкрех Шăмăршă шурлăхĕ самаях пысăк кỹлĕ пулнă теççĕ, халĕ те тарăнăшĕ вырăнĕ-вырăнĕпе 5-6 метра та çитет. Çынсем унта кĕме хăраççĕ, шурлăхра выльăх-чĕрлĕх путса вилнĕ тĕслĕх нумай пулнă.

Шăмăршă ялĕ Еделев ял тăрăхне кĕрет, район центрĕнчен _ Кузоватово поселокĕнчен _ 21 çухрăмра, область центрĕнчен, Ульяновск хулинчен, 120 çухрăмра вырнаçнă. 1913-çулхи çыравра Шăмăршăра 165 кил- хуçалăха 984 çын пурăннине шута илнĕ. Чиркỹ ллĕ ялта халăх училищи те пулнă. Хальхи вăхăтра кунта _ 140 çынран ытла мар, вырăссемпе пĕрле чăвашсемпе ирçесем те пурăнаççĕ. Ял историне тарăннăн тĕпчес тесе, Шăмăршă ялĕ 1860-çулта Чĕмпĕр кĕпĕрнин Сызрань уесне кĕнине пĕлтĕм. Крепостла хресченсем Е.В.Новикова помещица харпăрлăхĕ шутланнă.

1913-çулхи çыравра вара: «Шемурша, село, при родниках», _ тесе кăтартнă. Шăмăршă ялĕ çумĕнче Акчуринсен юлташлăхĕн хуторĕ («Хутор товарищества Акчуриных») ларнине асăннă. Акчуринсем сурăх ĕрчетекен пысăк ферма тытнă, çак выльăх йышĕ 1 пинрен те иртнĕ. Акчуринсен хушамачĕ пирĕн Чăваш Енри Шăмăршăпа та çыхăннă. Пĕр тăван Акчуринсем _ Сулейман, Курамша тата Ильяс _ Чĕмпĕр кĕпĕрнинче сукна туса кăларассине йĕркелесе янă. Çак купецсем _ В.Н.Крылов дворянинпа пĕрле _ 1853-1854-çулсенче Пăчăрлă Пашьел ялĕ çывăхĕнче сукна фабрики туса лартнă. 1870-çулта çак фабрикăра 460 çын ĕçленĕ, çулталăкра 90 пин аршăн (79 пин метр) сукна тĕртсе кăларнă.

1887-çулхи мартăн 18-мĕшĕнчи пушар вăхăтĕнче фабрика çунса кĕлленнĕ, 15 çын вилнĕ. 1890- çулта кунта мĕн пур производство чарăнса ларнă. Ульяновск облаçĕн Кузоватово тăрăхĕ çĕр айĕнчи пуянлăхпа та палăрса тăрать: кунта нефть нумай, цемент, кремни, карбонат хатĕрлемелли чĕр тавар пур, кĕленче туса кăлармалли хăйăр та чылай. Ман шутпа, пирĕн Шăмăршă муниципалитет округĕн аякри тăванпа _ Сĕве юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Шăмăршăпа _ туслă çыхăну йĕркелесен аван пулĕччĕ. Пĕр-пĕрин патне хăнана çỹресен, культура çыхăнăвне аталантарсан экономика енчен те килĕштерсе ĕçлеме май тупăнĕччĕ.

Паллах, ку _ ман шухăш çеç, манран аслăраххисем мĕн калĕç?

Ив.САЛАНДАЕВ.



25 июля 2025
11:01
Поделиться