«Енисейпе» ишсе Çĕнĕ Çĕре те çитрĕм...»

«Енисейпе» ишсе Çĕнĕ Çĕре те çитрĕм...»

ĂÇта кăна çитмест, мĕн кăна курмасть вăл çын тени... Хальччен пулман çĕрте çĕннипе паллашать, ăна хăйне евĕр туять-хаклать, малашлăх валли пĕлỹ-ăс та илет. Акă Анат Чаткасри Валерий Тяпушов Çĕнĕ Çĕр (Новая Земля) утравĕ çинче пулса курасса шутламан та, шăпа вара ăна унта илсе çитернĕ. Çар служби чăваш арĕнчен чăн-чăн çын тунă.

...Анат Чаткасри пыл хурчĕ пек ĕçчен Тяпушовсен çемйинче кун çути курнă Валерий. Ашшĕ Анатолий Иванович _ ГСВГ ветеранĕ, танкистсен чаçĕн ефрейторĕ, «Восход» колхозăн малта пыракан комбайнерĕсенчен пĕри пулнăскер. Вăл _ ĕçри пысăк çитĕнỹсемшĕн «Социализмла ăмăрту çĕнтерỹçи», «Коммунизмла ĕç ударникĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ ĕç ветеранĕ. Амăшĕ Ольга Димитриевна хастар колхозница пулнă. Хăйне пурнăç парнеленĕ çыннисен çутă сăнарĕсене чĕринче упрать Валерий Анатольевич. Тетĕшĕпе икĕ аппăшĕ тата йăмăкĕ хушшинче вăл туслăхпа пĕрлĕх хакне туйса ỹснĕ, пĕчĕкрен ĕç çумне çыпçăннă.

1977_1987-çулсенче тăван ялăн шкулĕнче пĕлỹпе воспитани илнĕ В.Тяпушов. Алла аттестат илсен Горький хулинчи автозаводра вăй хунă: двигатель пуçтарнă.

1988-çулхи майăн 17-мĕшĕнче Анат Чаткас яшне салтака ăсатнă. Валерий Тяпушов малтан Хура тинĕс хĕрринчи Анапа хулине лекнĕ, кунта çур çул хушши хатĕрленỹ витĕр тухнă. Сигнальщик пулма хатĕрленĕ çĕнĕ йыша, çавна май Азбука Морзе вăрттăнлăхĕпе паллашнă, ялавпа, светофорпа (хунарпа) сигнал пама хăнăхнă.

Унтан Тяпушов сигнальщика Мурманск облаçĕн Кувшинская Салма поселокне янă. Икĕ çулталăк çурă хушши пограничниксен çарĕн тинĕс чаçĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă чăваш каччи. «Енисей» патруль тата хурал катерĕпе Совет Союзĕн территорине ют карапсем пырса кĕресрен сыхланă. Ку мĕн тери хăрушă та яваплă ĕç иккенне службăри çынсем çеç пĕлеççĕ.

_ Службăн кашни саманчĕ асра, _ каласа парать Валерий Анатольевич. _ Иккĕшĕ вара пуçăма савăл пекех кĕрсе вырнаçнă. Пĕри _ Çурçĕрти Пăрлă океанри Çĕнĕ Çĕр утравне çитсе килнипе çыхăннă. Кунти пейзаж, рельеф _ хăйне евĕрлĕ. Архипелага пĕр енчен _ Баренцево тинĕсĕ, тепĕр енчен Карское тинĕсĕ «çуса тăраççĕ». 2-3 км сарлакăш Маточкин шар проливĕ çак утрава çурмалла пайланă пекех туйăнать. Çурçĕрти ытарма çук сăнлăх!

Тепри вара Халăхсем хушшинчи Гринпис экологи организацийĕн суднине тытса чарни, арестлени. Пире паллă мар судно çĕр-шывăмăрăн чикки урлă каçни çинчен пĕлтерчĕ çар сăнавçи. Йĕрке тăрăх, ют карап(судно) пирĕн границăна ишсе кĕрсен малтан _ сывлăша, унтан ун çулĕ çине пемелле. Кун пек асăрхаттарăва шута илмесен ăна тĕп тумалла. Эпир Гринпис суднине базăна сĕтĕрсе килтĕмĕр.

Çапла, тем курма-тỹсме те тивнĕ «Енисей» çинчисен. Чăваш характерĕнчи паха енсем _ чăтăмлăхпа ĕçченлĕх, чун çирĕплĕхĕпе йĕркелĕх Валерий Тяпушова службăри, йывăрлăха çăмăллăн парăнтарма пулăшнă. Ахальтен мар 1-мĕш статья старшинине «Пограничник çарĕсен отличникĕ», «Тинĕс-Çар флочĕн отличникĕ», «1-мĕш класлă специалист» паллăсемпе наградăланă тата 2 хутчен тăван килне отпуска янă.

1991-çулта, çар тумне хывсан, тăван кĕтесшĕн тунсăхланăскер, «Восход» хуçалăхĕн ĕçне кỹлĕнет. Ашшĕпе пĕрле уй-хирте тар тăкать, ун помощникĕнче тăрăшать. Кайран хăй те «сарă тинĕсре» «караппа» «ишет». Çапла В.Тяпушов комбайнер 15 çул хушши колхозăн вырма ĕçĕсене хутшăнать, ял хуçалăхĕн аталанăвне пысăк тỹпе хывать. Питĕ шел, юратнă ĕçĕнчен уйрăлма тивет: колхоз саланнипе вăл вахта мелĕпе Мускаври стройкăсенче ĕçлеме пуçлать. Каменщик, плотник ăсталăхĕпе палăраканскер, вуншар-вуншар объект çĕкленĕ вăл _ пурăнмалли çуртран пуçласа мăнастир таранах. Халĕ вара Ульяновск стройкисене парăнтарать. Пушăрах чухне ял-йыша та стройка ĕçĕнче пулăшу парать.

Валерий Анатольевич _ ял çинче хисеплĕ çын. Мăшăрĕпе Марина Александровнăпа (вăл _ ял хĕрех, ача сачĕн воспитателĕн пулăшуçинче тимлет) 33 çул ĕнтĕ кăвакарчăнсем пек юратупа килĕшỹре пурăнаççĕ. Çурхи чечек пек виçĕ хỹхĕм хĕр çуратса пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Асли _ Анна _ çыхăну техникумĕ пĕтернĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче аслă пĕлỹ илчĕ. Халĕ _ шăл протезĕ тăвакан врач. Антонина _ И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ хыççăн пуçламăш классене вĕрентет. Аннăпа Анто- нина Шупашкарта тымар ячĕç, иккĕшĕ те çемьеллĕ. Аслин _ икĕ ача, вăталăххин _ пĕр ача. Кĕçĕнни _ Алиса _ кăçал ялăн тĕп шкулĕнчен лайăх паллăпа вĕренсе тухрĕ, пĕлĕвне малалла тăсма хатĕрленет.

Тирпейлĕ те тĕреклĕ кил-хуçалăх Тяпушовсен. Пахча-анкарти тулли _ тулăх çимĕçпе хитре чечексем, карта тулли выльăх-чĕрлĕх çитĕнтереççĕ. Килен-каяна тарават вĕсем. Тинĕс-Çар флочĕн кунĕ _ çемьешĕн питех те кĕтнĕ уяв. Çак кун Валерий Анатольевича _ мăшăрне, ашшĕне, хуньăшне, кукашшĕне _ çывăх çыннисем саламлаççĕ, унпа пĕрле сĕтел хушшине ларса шăкăл-шăкăл пуплеççĕ, чей ĕçеççĕ.

Зинаида Воробьева .

Редакцирен. Тинĕс-Çар флотĕнче тăракансемпе ветерансене округ çыннисен ятĕнчен чунтан саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, вĕçсĕр ăнăçу, сỹнми хавхалану, вăрăм ĕмĕр сунатпăр. Сирĕн Пурнăç карапĕ Телей утравĕ патĕнче çеç чарăнтăр.



25 июля 2025
09:28
Поделиться