«Хỹтлĕх карри пире сывлăш пекех кирлĕ!..»

«Хỹтлĕх карри пире сывлăш пекех кирлĕ!..»

«...Тыл фронта пулăшмасан _ фронт тыла та çитет...»

(Çапăçу хирĕнчи салтаксен калаçăвĕнчен)

Çак сăмахсене илтетпĕр эпир отпуска таврăнакан ентешĕмĕрсенчен. Вĕсем маскировка сетки хăйсене тăшман дронĕнчен епле çăлса хăварнине кашнинчех каласа параççĕ. Хỹтлĕх карри çыхмашкăн Шăмăршăри Культура керменне хĕрарăмсем кунсерен, ĕçе çỹренĕ пек, çỹреççĕ. Чун-чĕре ăшшипе, ĕçчен алă вăйĕпе çыхнă япаласене СВО зонине ăсатсах тăратпăр. Заказ вара килсех тăрать. Çыхса ĕлкĕртме çук. Кашни ял территори уйрăмĕнчех масксетка çыхассине кирлĕ пек йĕркелесен _ салтаксене унпа вăхăтлă, хăвăрт тивĕçтерме пулатех. Тĕрлĕ шайри ертỹçĕсене, округ çыннисене маскировка сетки çыхмашкăн чĕнсе калатпăр! Эпир пулăшмасан _ кам пулăштăр фронтрисене?

Юлашки вăхăтра пулă тытмалли сетка питĕ кирлĕ япаласенчен пĕри пулса тăчĕ. Ăна пирĕн боецсем хăйсем пурăнакан вырăна _ йывăçсен тăррине _ караççĕ. Çакă çывăха вĕçсе килекен дрона чăлхантарать, çавна май унран сыхланса юлма пулать. Кун пирки пире ярса панă видеосем çирĕплетеççĕ.

Çак кунсенче Шăмăршăри Кудряшовсен çемйи _ 24, «Шемуршинский коопторг» ООО коллективĕ 50 михĕ илсе килчĕç. Гражданла тĕрĕс позици йышăнса ыттисем те ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартасса шанатпăр. Хăйăр (тăпра) тултарнă михĕ _ блиндаж, окоп тĕреклĕхĕ. Ăна та питĕ нумай ыйтаççĕ çапăçу хи- рĕнчен. Ку енĕпе те пулăшу кирлĕ округ çыннисенчен.

Раци _ çыхăнура усă курмалли питех те меллĕ тата кирлĕ хатĕр. Ăна туянса салтакăмăрсем патне çитерессине те яланхи тимлĕхре тытать Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ.

Халĕрех кăна-ха эпир черетлĕ гуманитари пулăшăвне йĕркелерĕмĕр. Тихий (позывной) валли _ 3 маскировка сетки, тепловизортан хỹтĕленмелли 5 утиялпа 5 пленка, Чăваш Енре кăларнă ĕçме (напиток) _ 1 упаковка квас, 2 упаковка минерал шывĕ, пушă 50 михĕ, 17 трусы, мунчара шăлăнмалли 2 ал шăлли, нỹрĕ салфеткăсем, Донецк тăрăхне _ 3 масксеткăпа 1 упаковка нỹрĕ ал шăлли, Запорожье енне _ 2 масксетка, Белгорода 2 масксетка ăсатрăмăр. Пĕрлехи ĕçĕмĕр вырăнлă та вăхăтлă пуласса шанатпăр.

Кам _ ĕçпе, кам _ япалапа, кам _ укçан пулăшас тет _ пирĕнпе çак телефонпа çыхăнăр: 89278538481.

Валентина Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



25 июля 2025
09:58
Поделиться