Хура çĕлен _ хăрушă!
Июль уйăхĕ пуçланнăранпа республикăра 13 çынна çĕлен сăхнă, çав шутра 11 çын _ хĕрарăм. Çĕлен çынна вăрманта çырла татнă тата хурăн милĕкĕ хуçнă чухне сăхма ĕлкĕрнĕ. Телее, çак йышра Шăмăршă тăрăхĕнчен пĕр çын та çук. Тухтăрсем çĕлен сăхсан çийĕнчех васкавлă пулăшу чĕнме, сурана таса татăкпа çыхса сивĕ хума сĕнеççĕ. Çынна тỹрĕ çĕре вырттармалла, шыв е чей ĕçтерме юрать. Аллерги аптратсан эмел памалла.