Икĕ проекта пурнăçланă. Черетре _ виççĕмĕшĕ

ПУÇАРУ бюджечĕ ялсене çĕнелме, халăх валли чи кирлĕ объектсене çĕклеме нумай пулăшать.
Акă Карапай Шăмăршă ял территори уйрăмĕнче кăçал 3 пуçару проектне пурнăçлама палăртнăччĕ. Патшалăх пулăшнипе, халăх тăрăшнипе икĕ проект куç умĕнче: Карапай Шăмăршăри спорт площадкине резина сарнă тата Полевая урамри çула тĕпрен юсанă.
Виççĕмĕш проект та часах пурнăçа кĕрĕ: Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче паттăрлăх кăтартса вилнисене асăнса ялта чаплă палăк лартаççĕ. Хальхи вăхăтра палăк тунă çĕрте хĕрỹ ĕç пырать.