Çынлăх _ Раççей салтакĕн пурнăç йĕрки

ХаÇатăн иртнĕ номерĕнче «Пирĕн тỹпе Çĕнтерỹшĕн пултăр!» корреспонденци (авторĕ _ Л.Николаева) кун çути курнăччĕ. Унта Л.Николаева автор Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн çыннисем, çывăх тăванĕсем, ытти çĕрте пурăнакан ентешсем Гаври (позывной) тата ун юлташĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ ăсатни çинчен çырнăччĕ. Чăн та, япалапа та, укçа-тенкĕпе те пысăк пулăшу пачĕ ял-йыш. «Чаткассем» чат урлă Людмила Николаева волонтер укçа-тенкĕ пухас ĕçе йĕркелерĕ. Кирлĕ япаласене хăвăрт пухса-туянса хатĕрленĕ. Юлнă укçана тепрехинче те Гаврипе юлташĕсем валли япаласем туянмашкăн уйăрса хунă. Кун пирки мобилизацире тăракан Гаврипе калаçнă. Çамрăк çапла хурав панă:

_ Гуманитаркăшăн пурне те хам тата юлташăмсен ятĕнчен чĕререн тав тăватăп. Çуралнă кĕтесрен çитнĕ япаласем пурте вырăнлă пулчĕç. Хальлĕхе пирĕн веçех пур. Юлнă укçа-тенке вара П. валли ярăр. Вăл _ передовăйĕнче, япаласем ăна кирлĕрех.

Пĕр шутласан, кунтан ним тĕлĕнмелли те çук пек. Тарăнрах ăсласа илсен, СВОра тăракансен чунлăхĕ, ентешлĕх туйăмĕ, пĕрлĕхĕ темрен те хăватлăраххине ăнланатăн. Вăрçăри кăткăс лару-тăрура пиçĕхнĕ салтак хăйне мар, юлташне мала хуни те _ ăнсăртран мар. Пирĕн Раççей салтакĕсем кирек хăçан та, кирек ăçта та çынлăхпа палăрнă, палăраççĕ те (кун пирки нумай-нумай тĕслĕх илсе кăтартма пулать).

«Ырă усала çĕнтерет», _ теççĕ халăхра. Миршĕн, тĕрĕслĕхшĕн хаяр кĕрешĕве тухнă мăшăрăмăрсем, ывăлăмăрсемпе мăнукăмăрсем нацистсене тĕп тăваççех. Вĕсен тĕллевĕ _ Çынна вĕлересси мар, Çĕр аннемĕр çинчи тăнăçлăха упраса хăварасси. Гаври пек чăн-чăн хỹтĕлевçĕсем Çĕнтерỹ ялавне çĕклеççех! Çапла пултăрччĕ, çирĕп шанатпăр...

З.Воробьева.



25 июля 2025
09:59
Поделиться