Ир тытăнса _ каçчен

Ир тытăнса _ каçчен

ОКРУГРИ çĕр ĕçченĕсем паян _ ир тытăнса каçченех хирте. Пурĕ 1,3 пин гектар кĕрхи тулă, 8,8 пин гектар çурхи тырăпа пăрçа йышши культура пуçтарса кĕртмелле. Вырма ĕçне 26 комбайн хутшăнмалла. Техника _ юсавлă, çунтармалли-сĕрмелли материал çителĕклĕ.

Кĕрхи тулă пуçтарса кĕртнĕ çĕрте Анат Чаткасри Елена Пондякова фермер хуçалăхĕ ырă тĕслĕх кăтартать. Икĕ комбайн та тухăçлă ĕçлет. Çак ялти Петр Майоров фермер хуçалăхĕнче севок сухан кăлараççĕ. Петр Анатольевич паян тырă вырма тухасси çинчен пĕлтерчĕ.

С.ИВАНОВ.



25 июля 2025
09:27
Поделиться