Калис аппа
_lur4u5ma.jpg)
(Малалли. Пуçламăшĕ 28-мĕш номерьте)
Иккĕмĕш Белорусси фронтĕнче ...1942 çулхи юпа уйăхĕнче Калиса Петровăна вăрçа кайма хут параççĕ... Вăй питти арçынсем, çул çитнĕ йĕкĕтсем пурте фронтра. Черет хĕрсене те çитнĕ. Çирĕм çулти Калиса – ялтан вăрçа тухса каякан хĕрсенчен пĕрремĕшĕ. Пĕтĕм ял-йыш ăсатма тухнă вăтам пỹллĕ сăпайлă хĕре. Тăванĕсем, ватăсем ăна каялла сывă таврăнма пиллеççĕ, ырă çул сунаççĕ.
Пулас салтакăн сăн-пичĕ салху, анчах хăйне ним пулман пек тыткалама тăрăшать. Лав çине ларас умĕн йăмăкĕсемпе сыв пуллашнă самантра кăна çырла пек тутисем чĕтренсе, чалăшса илчĕç - пырĕнче тем капланнăран сывлăшĕ пỹлĕнчĕ, анчах кăмăлне хытарма вăй çитерчĕ, куççульне кăтартмарĕ...
Ял çыннисем лав курăнми пуличченех алă сулса тăраççĕ. Хĕрарăмсем куçĕсене тутăр вĕçĕпе шăла-шăла илеççĕ... Туя çине тайăннă шур сухалсем те, пуçĕсене усса, инçете кайса пыракан лав енне хурлăхлă тинкереççĕ:
_ Çакăн пек маттур хĕре теçухатăпăр-ши? Качча кайса ача çуратмалла чух тăшманпа çапăçма кăларса яратпăр... Хăçан кăна Гитлерăн шалчи тулĕ-ши?...
Амăшне вара хĕрне килтен кăларса яма уйрăмах йывăр... Вăрçăри икĕ ывăлĕшĕн татăлса çунни çитмест - халĕ тата хĕрне те илсе каяççĕ ... Аслă ывăлĕнчен тахçантанпах пĕр çыру та çук, кĕçĕнни хутран-ситрен çыркалать хуть...
Канашра, призыв пунктĕнче, хĕрсене 3 уйăх ятарлă çар вĕрентĕвĕнче тытаççĕ. Вĕсен ушкăнĕнчисем пурте вăтам шкул пĕтернĕскерсем иккен. Граната ывăтасси, пăшалтан пересси, стройпа утасси _ вĕсемшĕн çĕнĕлĕх мар. Калис кăна çар ĕçне нимĕн те пĕлмест, командăсене те ăнланмасть. Çакăншăн ăна командирсем тăтăш вăрçаççĕ... Пĕррехинче çапла, вĕренỹ занятийĕ вĕçленсен, вăл ыттисенчен аяккарах кайса ларчĕ те чунĕ кỹтсе çитнĕрен куççульпех йĕчĕ:
_ Мĕн тăвас-ши ĕнтĕ, мĕн тăвас? Мĕнле пурăнмалла? Халь мĕн тумалла? Ăçта пуçа чикрĕм, ăçта?
Сукмакпа çар çыннисем ирте-ирте каяççĕ. Акă вĕсенчен пĕри хỹхлекен хĕр тĕлĕнче чарăнчĕ, чăвашла калаçма пуçларĕ:
_ Мĕн пулчĕ? Кам-тăр кỹрентермерĕ пулĕ те?
Калис хăйĕн хуйхи çинчен кĕскен каларĕ.
_ Епле сире шкулта çар ĕçне хăнăхтарман?! Тăватă класс кăна пĕтернĕ? Та-а-ак, штаба кайса тĕрĕслер-ха документусене.
_ Документсем чиперех, Грачева, кунта вăтам шкул пĕтернĕ тесе кăтартнă, _ кăмăлсăрланчĕ командир.
Калисăн ирĕксĕрех 5-мĕш класра вĕренес вырăнне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле Çĕпĕрти ссылкăра пулни çинчен каласа пама тиврĕ. Унтан таврăнсан текех шкула çỹремен. Командир çийĕнчех районти комиссариатпа телефонпа çыхăнчĕ, ырана пĕтĕмпех тĕрĕс информаци пĕлтерме хушрĕ.
Тепĕр кунне Калисăна çар комиссарĕ патне чĕнтерчĕç:
– Чăн та, йăнăшнă иккен вырăнти пуçлăхсем. Сана повестка памалла пулман. Килне кайма пултаратăн! – терĕ асли татăклăн. Калаçу вĕçленнине палăртса, ура çине тăчĕ.
Хĕр вырăнтан та хускалмасть-ха, вăрçă çинчен тем калаçать. «Вырăсла пĕлсех кайманран ăнланмарĕ пулас», - шутлать комиссар. Чăвашла пĕлекен заместительне чĕнсе илет, приказа куçарса пама хушать.
_ Киле каймастăп, - çирĕплетет хăйĕн сăмахне Калиса. _ Çỹçе те каснă... Мана ял-йыш çĕнтерỹпе таврăнма пилленĕ, халь тин каялла тумастăп ĕнтĕ... Хамăн шăпа _ хама... Вăрçăра эпĕ те кирлĕ пулăп-ха... Вĕрентĕр, эппин, мана мĕн кирлине!
Çар çынни Калиса çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ. Мĕн чухлĕ вăй-хăват, хăюлăх çак черченкĕ салтакра!
Колхозра конюхра ĕçленине пĕлсен лапам йĕри-тавра командир лашипе çаврăнса килме хушрĕç. Хĕр тем самантра вăшт-вашт лаша çине утланса çил пек вĕçтерсе те çитрĕ.
_ Епле маттур юлан утçă иккен эсĕ _ ку лаши ютсене çывхартмасть, сана вара итлерĕ! – пуçлăх салтака мухтаса илчĕ. _ Сан пеккисем унта тем пекех кирлĕ! Хальлĕхе вĕрен, текех вăрçмĕç. Патриотсем яланах хисепре! – кăмăллăн хушса хучĕ юлашкинчен.
Кун хыççăн кун хыçа юлчĕ. Çар вĕренĕвĕ ăнăçлă иртрĕ. Тавçăруллăскер, Калиса пурне те хăвăрт ăнкарчĕ, тĕрлĕ командăна пурнăçлама часах хăнăхрĕ. Тĕл перессипе вара чи пултарулли пулчĕ – тỹрех ятарлă значока тивĕçрĕ. Пĕр ушкăнри хĕрсемпе те туслашрĕ, уйрăмах Элĕкри Лена Степановăпа çывăхланчĕ. ... Вун сакăр çул та тултарайман лăпкă та йăваш Елена ачалăхран та тухса ĕлкĕреймен-ха, унран 3 çул аслăрах Калиса _ хăюллă, çивĕч, вăр-вар, ниçта та çухалса каймасть. Ленăшăн вăл амăшĕ вырăнĕнчех. Вăрçă çулĕсемпе мĕн чухлĕпĕрле утнă вĕсем... Юлашки çăкăр татăкне çурмалла пайланă, йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшнă, йăпатнă, хавхалантарнă. Шанчăклă туссем Курск пĕккинче те, Кенгсбергра та пĕр сывлăшпа сывланă...
Чи хĕрỹ çапăçусенчен пĕри - Курск пĕкки. Кунĕн-çĕрĕн снаряд çурăлать, тỹперен бомба тăкăнать, талккишпех пăшал-пулемет сасси кĕрлесе тăрать. Стрелоксен саппасри 185-мĕш полкĕн йышĕнчи хĕрсем те тăшман еннелле винтовкăсемпе автоматсенчен переççĕ. Хăрушă!.. Асар-писер лару-тăрура командирсем хушшинче час-часах çыхăну татăлать. Кун пек чухне К.Грачевăна юланутпа çар чаçĕсене вăрттăн пакетсем леçме яраççĕ. Хĕр салтак Орликăн çурăмĕ çумне лăпчăнса ларса вут-çулăм витĕр сахал мар ыткăннă... Заданирен таврăннă чухне çулне сăнаман – лаши хăех илсе çитерет. Ăслă Орлик хуçине сăмахсăрах ăнланнă, вăрçă шавĕнчен хăрамасăр, çулсăр-мĕнсĕр яланах ăнăçлă çаврăнса çитнĕ.
Анчах пĕррехинче, пакетсем валеçсе килнĕ чухне, Орлик ăна вырăна çитереймест... Йĕри-тавра çĕр кисренсе тăрать...Унта та кунта шартлатать, кĕмсĕртетет... Акă çывăхрах хăрушшăн тем кĕрĕслетрĕ – тăрук тавралăх тĕттĕмленсе ларчĕ...
Калиса инкеке лекнине хамăрăн салтаксем вăхăтра курса ĕлкĕрнĕ, çĕрпе хупланнăскере çийĕнчех васкаса чавса кăларнă. Кĕл пек тĕссĕрленсе кайнă хĕр сывлайми те пулнă... Вилнĕ тесех шутланă... Юрать-ха, пĕри унăн аллинчи юн тымарне тытсан чĕри вăйсăррăн, сисĕни-сисĕнми тапнине асăрханă.
Лазаретра тăна кĕрсен шала кайнă сасăпа чăн малтан чĕлхесĕр тусĕ çинчен ыйтса пĕлесшĕн пулчĕ: _ Орлик... мĕнле... чĕрĕ-и? Лаши вилни çинчен илтсен каллех тăнне çухатрĕ...
(Малалли пулать).
Галина ИВАНОВА, Шăмăршă ялĕ.