Кĕскен кăна _ юрату çинчен

Н..! Эсĕ манăн чĕрере, шухăшра, ĕмĕтĕмре те тĕлĕкĕмре. Санăн куçу, куллу, сассу _ яланах асăмра. Эпĕ сана ухмаха тухас пек юрататăп!

МАРИНА.

ххх

ÇЫНСЕМ юри çеç тата ăнсăртран кăна тĕл пулмаççĕ. Кашни тĕл пулу Турă хушнипе пулса пырать пек туйăнать. Турă санпа пĕл пултарнăшăн эпĕ çав тери телейлĕ! Эсĕ _ манăн кун-çулшăн хаклăран та хаклă парне.

ДАРЬЯ.

ххх

МАНĂН хĕвелĕм, эпĕ сана юрататăп! Пирĕн пурнăçра нихăçан та хирĕçỹпе кỹренỹ ан пултăрччĕ. Пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнасчĕ.

АНДРЕЙ.

ххх

ЭПĔ сана çакна каласшăн: савăнатăп эс пурришĕн, санпа ăшăмра мухтанатăп, хамăн телейĕме санпа кăна куратăп.

ОЛЬГА.

ххх

ЭПĔ нумай çырмастăп: эсĕ манăн пурнăçа илемлетнине, телейлĕ тунине çеç каласшăн. Санпа пĕрле чухне эпĕ никамран та хăрамастăп, эсĕ çĕр çинче чи лайăх çын тесе шутлатăп.

АНЯ.

ххх

ÇĔР çинчи пĕртен-пĕр хаклă çыннăм эсĕ маншăн. Аттепе анне пурнăçран уйрăлса кайнă хыççăн пĕртен-пĕр юратăвăм _ пĕр эсĕ çеç. Паллах, хамăрăн ачасене те юрататăп, анчех ку юрату _ урăхла. Ачасем çитĕнĕç те _ çĕр-шыв тăрăх саланĕç, эсĕ вара мĕн ватăличчен манпа пĕрле пулăн. Юрататăп, ыталатăп, чуп тăватăп!

АЛИНА.

ххх

ЭСĔ халĕ манран аякра, апла пулин те чуна ăшăтса тăратăн. Эсĕ отпуска килессе чун пек кĕтетĕп. Санпа телефонпа та кашни кунах калаçма май çук, калаçма май килсен чĕререн савăнатăп. Акă часах таврăнăн та, эпир телейлĕ пурнăçпа пурăнма тытăнăпăр. Ача-пăча çуратса ỹстерĕпĕр, вĕсен телейĕшĕн тăрăшăпăр.

МАРИЯ.

ххх

МАНĂН санпа пĕр чарăнма- сăр калаçас килет, яланах санпа пĕрле пулас килет. Чи вăрттăн ĕмĕт-шухăша та сана уçса парăп. Эс пурришĕн Турра тав тăватăп!

ТАТЬЯНА.

ххх

ЭСĔ манпа пĕрле пулни мĕн тери лайăх! Мана урăх нимĕн те кирлĕ мар. Эсĕ пурришĕн хамăн шăпана тав тăватăп.

МАРГАРИТА.

ххх

ЭПĔ сана юлашки сывлăшăм тухиччен юратма пăрахаймăп. Çак туйăм _ чĕререн тухаканни, чăн-чăнни, чи хакли. Эсĕ манăн _ пĕтĕм тĕнче, санăн куллупа çывăрма выртса санăн куллупах ыйхăран вăранма ĕмĕтленетĕп.

АЛЕКСАНДРА.



25 июля 2025
10:48
Поделиться