Машинăсăр каччă упăшка тума юрăхлă-и?

МАНА пĕр ыйту канăçсăрлантарать: 32 çулти арçыншăн машина çукки _ йĕркеллĕ пулăм-и?

Маншăн ку тĕлĕнмелле. Арçын машина туянманни, водитель правине илменни темиçе çитменлĕхе кăтартма пултарать. Тен, унăн сывлăхĕ çирĕпех мар, çавăнпа вăл медосмотр витĕр тухайман? Е вăл машина туянмашкăн укçа ĕçлесе илме кахалланать?

Эпĕ арçын вырăнĕнче пулас тăк, мана çын умĕнче намăс пулĕччĕ. Машина çукки арçын çемье тĕрекĕ пулманнине кăтартать. Апла арăмĕпе ачисене епле пулăшаять вăл? Пурнăçра яланах такси чĕнсе илейместĕн вĕт. Эпĕ _ 27-ри хĕр, манăн машина пур, ипотекăпа хваттер туянтăм. Çавăнпа, манăн шухăшпа, арçыннăн автомашина пулмаллах. Мĕн тума çапла çыратăп тетĕр-и? Акă мĕншĕн: эпĕ пĕр каччăпа паллашрăм, анчах та унăн машина çук. Çакă шухăшлаттарать: çемье çавăрсан яваплă арçынах пулĕ-ши вăл? «Шурăмпуç» кăларăмăн хисеплĕ тусĕсем! Эсир мĕн шутлатăр: машинăсăр каччă упăшка тума юрăхлă-ши? «Манăн машина çук, эрех ĕçсен те юрать», _ тесе ĕçкĕçех тухса каймĕ-ши?

Лида.



25 июля 2025
10:45
Поделиться