Обществăлла палата ларăвĕнче _ суйлав ыйтăвĕ

ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнчи Обществăлла палатăн çак кунсенче пулса иртнĕ ларăвĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хутшăнма обществăлла сăнавçăсем çирĕплетес ыйтăва пăхса тухрăмăр. Обществăлла сăнавçăсен тивĕçĕ _ суйлава тĕрĕс те уççăн ирттерессине çирĕп контрольлесе тăрасси. Ларура çавăн пекех обществăлла сăнавçăсен территорири штабĕн председательне çирĕплетрĕмĕр. Кун йĕркинче тепĕр ыйтупа Чăваш Республикинчи эксперт клубĕн йышне кандидатсем сĕнтĕмĕр.

Э.ЖАМКОВА, Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Обществăлла палата председателĕ.



25 июля 2025
09:27
Поделиться