Олег НИКОЛАЕВ: «Эпир ялта пурăнма лайăх пултăр тесе услови туса паратпăр»

Олег НИКОЛАЕВ: «Эпир ялта пурăнма лайăх пултăр тесе услови туса паратпăр»

ÇАК кунсенче Чăваш Республикинче ĕçлĕ çул çỹревпе Раççей Ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут пулнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулнă чух министр агропромышленность комплексне малалла аталантарасси, фермерсене пулăшасси, ял пурнăçне лайăхлатасси çинчен калаçнă.

Республикăра ял хуçалăхĕ шанчăклă аталанса пырать, апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн шайĕ 100 процентпа танлашать. Мĕн пур халăхăн 35 проценчĕ ытла ялта пурăнать.

«Юлашки çулсенче яла çĕклеме федераци тата республика бюджечĕсенчен 7,4 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрнă», _ палăртнă Олег Николаев.

2024-çулта Чăваш Ен аграрийĕсем çу паракан культурăсен рекордлă тухăçне пуçтарса кĕртнĕ. Выльăх- чĕрлĕх отраслĕнче те ỹсĕм палăрать _ сĕт тата çăмарта унчченхи çулхинчен нумайрах туса илнĕ, кашни ĕнерен сĕт сăвасси 8 тоннăран та иртнĕ.

Калаçу вăхăтĕнче хăмла ĕрчетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Чăваш Республики хăмла туса илессипе çĕр-шывра лидер шутланать. Оксана Лутпа Олег Николаев ял валли кадрсем хатĕрлес ыйтăва та çĕкленĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Раççей Ял хуçалăх министерствине аграри отрасльне пысăк пулăшу панăшăн тав тунă. «Паян республикăра 1450 фермер шутланать пулсан, кашни пиллĕкмĕшĕ патшалăх пулăшăвĕпе усă курать», _ тенĕ Олег Николаев.

Оксана Лутпа Олег Николаев Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн симĕс ылтăнĕ» фестиваль ĕçне хутшăннă.

Ĕçлĕ çул çỹрев вăхăтĕнче Раççей Ял хуçалăх министрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе пĕрле Ăратлă выльăхсен Пĕтĕм Раççейри 2-аукционне кĕрсе курнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие Раççейĕн тĕрлĕ субъектĕнчи 130 ытла хăна килнĕ. Оксана Лут ăратлă выльăхсен аукционĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă тата ăна кашни çулах ирттерме сĕннĕ.

Июлĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарта савăнăçлă лару-тăрура вырăнти продукцие сутакан «Пехет» агромаркет уçăлнă. Унăн ĕçĕпе паллашнă май, Оксана Лут Чăваш Ен уй-хирĕпе ферминче туса илнĕ продукцин пахалăхне мухтанă, «Пехете» ырă малашлăх суннă. Ĕçлĕ çул çỹреве малалла тăсса, Раççей Ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут Çĕрпỹ округĕнчи Чурачăк вăтам шкулне çитсе курнă. Шкулта вĕренекенсем министра агропромышленность отраслĕнчи тĕпчев ĕçĕпе паллаштарнă.

Н.ИЛЬИНА.



25 июля 2025
09:12
Поделиться