Пĕччен арçын _ пĕчченех...
АРÇЫНСЕН мĕншĕн хусаххăн пурăнас килнине ăнлантăм. Хыт кукаррине, хăйсемшĕн кăна тăрăшнине пула. Вĕсен аллине меллĕ хĕрарăм _ çуса тасатса, апат пĕçерсе параканни, кирек хăш самантра юнашар выртма хатĕрри, укçа ĕçлесе илекенни _ лекейменнипе. Йĕркеллĕ хĕрарăмсен кăмăлне çавăрас тесе тăрăшас килмест вĕсен. Ун пек арçыншăн хĕрарăм _ хавхалану çăл куçĕ мар, тарçă.
Мĕншĕн авланайманнине арçынсем: «Симĕс, пиçсе çитеймен-ха», _ тесе сăлтавлаççĕ. Хĕрарăмсенех айăплаççĕ-ха тата, вĕсем укçашăн касăхаççĕ имĕш. Хусахсем укçа ытларах ĕçлесе илес, хĕрарăма тĕл пулăва чĕнес вырăнне компьютер умне кĕрсе ларса выляççĕ е телефон йăваласа выртаççĕ. Вĕсене савăшу та кирлĕ мар, мĕншĕн тесен уншăн тăкакланмалла. Пĕччен пурăнма вĕреннĕ арçыншăн хĕрарăм çукки _ хăрушă мар, вăл кун пеккине хăнăхнă. Хисеплĕ арçынсем! «Пĕччен пурнăç _ пурнăç мар, ватăлсан сана пĕр курка шыв паракан та кирлĕ», _ тенĕ мĕн ĕлĕкрен. Шухăшласа пăхăр та кун пирки, çемье çавăрма, хăвăрăн телейĕре тупма тăрăшăр.
МАРИНА.