Пĕтĕм Раççей фестивалĕ иртнĕ

Çак кунсенче Куславкка округĕнче çарпа истори клубĕсемпе шырав отрячĕсен Пĕтĕм Раççейри «Чикĕре» фестивалĕ иртнĕ. Ăна Аслă Çĕнтерỹ 80 çул тултарнине халалланă.

Фестивале Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитсе курнă.

«Ку фестиваль пире асаттесемпе асаннесен паттăрлăхне асра тытма пулăшать. Унта хутшăнакансен шучĕ çуллен пысăкланать, фестиваль пĕлтерĕшĕ те ỹссех пырать. Чăваш Ен правительстви шырав отрячĕсене грант парса хавхалантарать, уйăрнă укçапа вĕсем музейсем йĕркелеççĕ. Шыравçăсен ĕçĕ ăрусен çыхăнăвне вăйлатать», - тенĕ регион ертỹçи.

Олег Алексеевич фестивальте çамрăксемпе тĕл пулса уççăн калаçнă, уйрăмах хастаррисене РФ Оборона министерствин паллипе чысланă. Фестивале Раççейри тĕрлĕ регионтан тата Беларуç Республикинчи делегатсем килнĕ. Шырав отрячĕсем пĕр-пĕрне ĕç опычĕпе паллаштарнă.

Е.ЖОЛОБОВА.



25 июля 2025
09:42
Поделиться