Шкул пахчине кĕтĕм те...
Пăчăрлă Паш ьел вăтам шкулĕн пахчине кĕрсенех кăмăл çĕкленет. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек ытамĕнче паян вĕрентỹ çурчĕ. Шкул çумĕнчи участокра ачасем пахча çимĕç те çитĕнтереççĕ. Ятарласа çирĕплетнĕ график тăрăх, кашни класс пахчара тăрăшать. Пĕрлехи ĕç ачасем хушшинчи туслăха тата та çирĕплетет, ĕçе юратма та вĕрентет.