Шăмăршă округĕ автоклуб туянма субсиди илет
Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Сергей Артамонов 7 муниципалитет округне автоклуб туянма субсиди уйăрса парасси çинчен калакан постановление алă пусса çирĕплетнĕ. Телейлисен йышĕнче _ Шăмăршă муниципалитет окургĕ те пур: автоклуб туянма пире 9 миллион тенкĕ ытла укçа уйăрса параççĕ.
Н. ИЛЬИНА.