Сăваплă ĕçĕн усси пысăк пулĕ
Фронтри ăнăçу тылрисен пулăшăвĕнчен те килнине пирĕн тăрăхри граждансем ытларах та ытларах ăнланма пуçларĕç. Çакă вĕсем ятарлă çар операцинчи салтаксене гуманитари япалисем пухса панинче курăнать.
Акă Анат Чаткас ял территорийĕнче пурăнакансем тата ытти çĕрти ентешсем пĕрлехи вăйпа СВО участникĕсем валли гуманитари япалисем пухрĕç. Запорожье тăрăхне Черкеспа Борода салтаксем валли çак япаласене ăсатрăмăр: маскировка сеткисем, нумай вăхăт упранакан апат-çимĕç («типĕ» яшка, сахăр, макарон, роллтон, тушенка, казы), ĕç хатĕрĕсем (хĕç-пăшал тасатмалли хатĕрсем, кĕреçесем, витресем, михĕсем, бензопăчкăсем, сăнчăрсем (цепи), свечасем, масло, газ баллонĕсем, перчеткесем), гигиена хатĕрĕсем (салфеткăсем, нỹрĕ ал шăллисем, бритвăсем), çи-пуç (аялти кĕпе-йĕм, нускисем, футболкăсем), медикаментсем, çывăрмалли михĕсем, матрассем. Палăртма кăмăллă, Борода çывăх вăхăтра амăшĕ çырнă çырăва илсе вулĕ _ конверта ун патне лекмелли япаласемпе пĕрле хутăмăр.
Сăмах май, уйрăм предприниматель Вячеслав Кудряшов пире тавар суйлама-туянма пысăк пулăшу парать, кирлĕ япаласене вăл скидкăпа сутни _ пирĕншĕн çăмăллăх. Ун пархатарлăхĕ умĕнче пуç таятпăр.
Хĕрлĕ Васан паççулккинче пурăнакан Валентина Яковлева çак кунсенче Мариупольти çар госпитальне çитсе килчĕ. Унта сипленекен ывăлне амăшĕ раци туянса панă, паллах, юлташĕсемпе сăйланма апат-çимĕç туянса хăварнă. Ентешĕмĕрсене пулăшасси малалла пырать.
Людмила Николаева, волонтер, Анат Чаткас ялĕ.