Теннис _ юратнă вăйă
ИЮЛĔН 18-мĕшĕнче Шăмăршăри «Туслăх» спорт шкулĕнче сĕтел çинчи теннис вăййипе ăмăрту иртнĕ. Ăна «Чăваш Енри илемлĕ çулла» проекта халалланă, ăмăрту Шăмăршă округĕн Кубокĕшĕн пыракан кĕрешĕвĕн саккăрмĕш тапхăрĕ шутланать.
Çивĕч кĕрешỹре спорт шкулĕн директор çумĕ Вячеслав Антонов ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта _ Карапай Шăмăршăри ПНИ директорĕ Андрей Вазанов тата район больницин сотрудникĕ Федор Петров. Турнирăн тепĕр тапхăрĕ августăн 9-мĕшĕнче иртет. Спорт вăййине курма хапăл тусах чĕнеççĕ.