"Тăван çĕр-шыв _ пĕрре!"
Çуралнă ял, тăван ен, Тăван çĕр-шыв... Нимпе танлаштарайми хаклă ăнлавсем, нимпе улăштарайми çывăх вырăнсем... Вĕсем хăрушлăха лексен камăн чунĕ ыратмĕ?
Акă ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, Васанта çуралса ỹснĕ Тихий (позывной) нумай шутласа тăман, тỹрех контракт çырнă, тăван Раççее нацистсемпе шовинистсенчен хỹтĕлеме тăнă. Тĕрĕссипе, вăл маларах та контракт йĕркипе службăра пулнă: Уссурийскри 83-мĕш бригадăра çар тивĕçне пурнăçланă. 2023-çулта контракт вĕçленнĕ те _ ăна тăснă. Ульяновскри 31-мĕш бригадăна лекнĕ. Малтан механик-водитель ĕçне тунă, сăмах май, хамăр округри Эдуард Козловпа (вăл _ наводчик-оператор) юнашар пулнă. Халĕ _ разведчик.
Вăрçă çулĕ ăçта кăна илсе çитермен-ши ентешĕмĕре? Вырăн ячĕсене ас туса та, каласа та пĕтереймĕн: Гастомель аэродромĕ, Херсон облаçĕ, Бахмут, Крынки... Пур направленире те пулса курнă Тихий контрактник. Тем те тỹсме тивет _ чун-чĕрери патриотизм туйăмĕ, чун çирĕп- лĕхĕ темле йывăрлăха çĕнтерме те, темле лару-тăруран тухма та хăват парса тăраççĕ. Паллах, тĕрлĕ наци _ чăваш, вырăс, тутар, узбек, башкир, чеченец... çыннисен туслăхĕ пĕрлехи тĕллеве пурнăçлама çул уçать. Çак тĕллев _ нацизмпа шовинизма тĕп тăвасси. Тихий ефрей- тор чăн-чăн кĕрешỹçĕ иккенне наградисем çирĕплетеççĕ. Вĕсем: 2-мĕш степеньлĕ «Хăюлăхшăн» («За храбрость») медаль, Жуков тата Суворов медалĕсем.
Паттăр салтак, юлташĕсем пекех, хăвăртрах мирлĕ пурнăçа таврăнасса ĕмĕтленет, шанать. Вăл тăван ялĕн вăтам шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Шупашкарти 12-мĕш професси лицейĕнче отделкăпа строительство мастерĕн специальноçне алла илнĕ. Мускавра Монолитра вăй хунă, Хусан, Пăлхар хулисенчи пысăк стройкăсенче тар тăкнă. Çемье çавăрса Ульяновск хулинче тымар янă. Шупашкарта пурăнакан амăшне ырă хыпарпа кăна савăнтарма тăрăшать 36-ри çамрăк.
_ Манăн _ строителĕн _ тăван халăхăма çĕнĕрен те çĕнĕ çурт-йĕр туса памалла, _ тет Тихий контрактник. _ Хăвăртрах мирлĕ ĕçе кỹлĕнесчĕ. Ентешĕмĕр калашле пултăр.
Зинаида Свеклова.