Вăй патăр, çĕр ĕçченĕсем!

Вăй патăр, çĕр ĕçченĕсем!

Тырă вырма Шăмăршăри Александр Егоров фермер яланхи пекех тĕплĕн хатĕрленсе тухрĕ. Хĕрỹ тапхăрта вак- тĕвек çитменлĕх те чăрмантарма пултарать, хаклă вăхăт сая каять. Çавăнпа çын та кăмăлтан ĕçлетĕр, техника та ан çĕмĕрĕлтĕр тесе тăрăшмалла.

... Кĕрхи тулă уйĕ ылтăн тĕспе аякранах куçа лăпкать. «Пучахсем _ епле тулли, чуна ăшăтать фермер кулли», _ çапла шỹтлесе илтĕм эпĕ хир хĕррипе Александр Петровичпа çуммăн утнă чух.

_ Çапла, пучахсем тулли, _ йăл! кулса илчĕ фермер. _ Кĕрхи тулă гектартан 50-шар центнер ытла _ 60 центнер патнех _ тухать. Шел, лаптăкĕ сахалрах _ 130 гектар çеç.

Икĕ ACROS комбайн «ишет» ылтăн «тинĕсре». Хир карапĕсен капитанĕсем _ Алексей Павловпа Николай Тихонов. Иккĕшĕ те _ пысăк опытлă, кăткăс техника вăрттăнлăхĕсене лайăх пĕлеççĕ. Механизаторсем «Ростсельмаш» туса кăларакан хăватлă комбайнсене питĕ мухтаççĕ.

_ Тусанпа вараланмастăн, кабинăра шурă кĕпепе тата галстукпа та ĕçлеме пулать, _ терĕ Алексей Павлов. _ Компьютера ăнланакан çыншăн ACROSпа ĕçлесси _ пысăк савăнăç.

Тырă чĕрĕрех пулнипе, кăнтăрла иртсен комбайнерсем тăхтав тăвас терĕç. Вĕсемпе пĕрлех Shacman автомашина водителĕ Владимир Матвеев та канать.

_ Ыран _ сывлăм типсенех _ каллех тырă вырса çапăпăр, _ калаçаççĕ уй-хир ĕçченĕсем. _ Черетре _ урпапа тулă тата ясмăк. Вĕсем хыççăн хĕвел çаврăнăш та ĕлкĕрет. Кашни сехет шутра, çанталăкĕ çеç ан чăрмантартăрччĕ.

Çапла, вырма вăхăтĕнче уяр кун ылтăн пек хаклă, çумăр кĕр тырри акас умĕн çеç кирлĕ. Александр Егоров кĕр тыррин лаптăкне икĕ хута яхăн ỹстерме шутланине ырламалла кăна.

Ив.САЛАНДАЕВ.



25 июля 2025
09:13
Поделиться