Ял илемĕ _ вĕсем пек çынсенче

Ял илемĕ _ вĕсем пек çынсенче

ХĂШ-ПĔР çынпа курса калаçатăн та, чунра ырă-ырă пулса каять. Хĕвел пек ăшăтать вăл сана, унпа тепĕр хут тĕл пулас килсех тăрать.

Ял _ хула мар, кунта кашни çын _ куç умĕнче. Аслашшĕ, ашшĕ кам пулнине, çывăх тăванĕсем çĕр-шыва мĕнле усă кỹнине пĕлетпĕр. Ачисемпе мăнукĕсем пирки те халăхран пытараймăн. Лайăххи _ чуна савăнтарать, япăххине илтсен кăмăл хуçăлать.

Кăхăрлă Шăхаль ялĕнче çуралса ỹснĕ, июлĕн 25-мĕшĕнче 70 çул тултаракан Геннадий Маркелович Рожков пирки ялта никамран та начар сăмах илтмен. Пачах урăхла: унăн хастарлăхĕнчен, ĕçченлĕхĕнчен, сăпайлăхĕнчен пурте тĕлĕнетпĕр, ырă шухăшпа ăмсанатпăр та.

Йышлă çемьере çуралса ỹснĕскер, Геннадий мĕн ачаран колхоз ĕçне хутшăннă. Çум çумланă, утă çулса лашапа турттарнă. Çуллахи каникул вăхăтĕнче 75 кун колхоз ĕçне хутшăннине аса илет паян Геннадий Маркелович.

Каччă çулне çитсен _ Совет çарне кайма яттухиччен _ тăван колхозра икĕ çул хушши тракторист çумĕ пулса тăрăшнă. Ферма выльăхĕсем валли арман авăртнă. 1972-çулта _ Канашри ДОСААФ шкулĕнче вĕренсе _ Геннадий Рожков водитель специальноçне алла илнĕ. Пĕр хушă колхозра шоферта ĕçленĕ. 1973-1975-çулсенче салтак службинче тăнă, унта та çар водителĕ пулнă.

Салтакран таврăнсан та колхоз ĕçĕнчен уйрăлман Геннадий Маркелович. 1977-çулта Пуянкасси ялĕнчи хăй чĕререн юратакан чипер хĕрпе _ Людмила Александровна Андреевăпа туй туса пĕрлешнĕ.

Рожковсем арлă-арăмлă колхоз выльăхĕсене пăхма тытăнаççĕ. Çапла 17 çул хушши комплексра выльăх самăртнă, колхоз саланичченех чунтан тăрăшса ĕçленĕ. Геннадий Маркеловичпа Людмила Александровнăна хастар ĕçшĕн темиçе хутчен те Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе хавхалантарнă.

Икĕ ача _ хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ Рожковсем. Ывăлĕ _ Женя _ Мускавра метро тунă çĕрте вăй хурать. Мăшăрĕпе пĕрле ашшĕ-амăшĕпе питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ.

Ватлăхра савăнма _ 4 мăнук. Вĕсемпе чăннипех те мухтанмалăх пур. Асли _ Егор _ Питĕрти Михайловский артиллери училищинче 2-мĕш курсра вĕренет. Пулас офицер умлă хыççăн _ 2024- тата 2025-çулсенче _ Çĕнтерỹ Парадне хутшăнма тивĕçлĕ пулнă.

Иккĕмĕш мăнукĕ _ Маркел _ Росгвардире службăра тăрать. Маттур салтак чăваш ятне ямасть, çакна командир Тавĕ те çирĕплетет. Савелий мăнукĕ шкулта вĕренет, Игнат мăнукĕ ача садне çỹрет.

Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те, Рожковсем мăнукĕсене тивĕçлĕ воспитани пама хутшăнаççĕ. Геннадий Маркеловичпа Людмила Александровна тĕреклĕ хуçалăх тытаççĕ: ĕне, пăру, сысна, хур- кăвакал усраççĕ. Вĕсен пахчинче те яланах тирпейлĕ. Рожковсем тухăçлă пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, чечек ĕрчетеççĕ.

Ыран вĕсен çемйинче пысăкран та пысăк уяв: ачи-пăчи, мăнукĕсем, пĕтĕм тăванĕ Геннадий Маркеловича çуралнăранпа 70 çул тултарнă ятпа саламлама пуçтарăнаççĕ. Вĕсен саламĕ çумне эпир те хутшăнатпăр, юбиляра хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми хавхалану, вĕçсĕр ăнăçу сунатпăр. Ĕмĕтленни пурнăçлантăр, ырри хутшăнтăр, ĕçчен аллу ывăннине ан пĕлтĕр, кĕреке тулли тус-тăван савăк кăмăл парнелетĕр!

Владимир ЮМАНОВ.



25 июля 2025
09:46
Поделиться