ЗАГСа _ 33 çулта...

ÇĔНĔ çемье каччăпа хĕр миçе çула çитсен йĕркеленет-ха? Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх, халĕ хĕрсем _ 33 çула, каччăсем 35,3 çула çитмесĕр пĕрлешме шутламаççĕ.

Экспертсем çакăн сăлтавĕ экономикăра тата çемьере телей тупасси пирки иккĕленнинче тесе шутлаççĕ. Çамрăксем паян çемье йĕркелеме васкамаççĕ. Карьера, вĕренỹ, финанс тĕлĕшĕнчи шанчăклăх _ акă мĕн чăн мала тухса тăрать паян. Романтика вара _ тăхтать, чăн малтан ура çине çирĕп тăмалла.

Темиçе çул каялла çеç 25-ри хĕрсене тата 30 патне çывхарса пыракан каччăсене: «ватă», _ тетчĕç. Мĕн пулчĕ сире, çамрăксем? Округри хăш-пĕр ялта 40 çула çывхарса пыракан каччăсем хусахсен партине йĕркелени çинчен калани те _ суя сăмах мар. Хусахсем çитес суйлавра депутата суйлама хăйсен кандидатне те тăратасшăн теççĕ...



25 июля 2025
10:45
Поделиться