Чиркỹ çĕнелчĕ

Чиркỹ çĕнелчĕ

Анат Чаткасри Çветтуй Николай ячĕллĕ чиркỹ (настоятелĕ _ Иван Калмыков) сăн-сăпачĕ çак кунсенче палăрмаллах улшăнчĕ. Улатăр тата Пăрачкав епархийĕсен епископĕ Феодосий пилĕпе, ялти ăстасем _ Александр Брусовпа Андрей Хрисанов _ тĕн çурчĕн урам тата çырма енчи крыльцисене çĕнетрĕç. Вĕсене «хỹтĕлекен» стенасемпе тăррисене профнастилпа витрĕç, крыльцисене тимĕртен ăсталарĕç. Юсав ĕçне ирттермешкĕн Александр Анатольевич Козлов укçа-тенкĕпе пулăшрĕ. Чиркỹ çуртне хăтлăх кĕртекенсен пархатарлăхĕ умĕнче пуçа таятпăр.

Людмила Николаева, Анат Чаткас ялĕ.



01 августа 2025
14:30
Поделиться