Хальлĕхе _ 50 тенкĕ

ШĂМĂРШĂ пасарĕнче çĕнĕ çĕр улмин пĕр килограмне 50-55 тенкĕпе сутаççĕ. «Пятерочка» лавкка умĕнче ларакан сутăçсем те пахча çимĕçе çак хакпа сĕнеççĕ. Туянакан тупăнать, Шăмăршăра кашни çынах килти пахчара çĕр улми çитĕнтермест вĕт-ха. Кăçал округри ялсенче «иккĕмĕш çăкăр» тухăçĕ лайăх пуласса кĕтеççĕ. Çавăнпа та пĕлекенсем çĕр улмине халĕрех кăларса сутасшăн: каярахпа хак 20-25 тенкĕ е пĕчĕкрех те пулма пултарать.



01 августа 2025
14:29
Поделиться