«Хумсене парăнтарнă эпир...»

Кивĕ Чукала «Моряксен ялĕ» теççĕ. Кунтан тĕрлĕ флотра çар службине ирттернĕ-ирттерекен çынсем вуншарăн тухнă. Тинĕс-Çар флочĕн кунне уявласси те çирĕп йăлана кĕнĕ. Иртнĕ çулхи июлĕн 28-мĕшĕнче Тинĕс-Çар флотĕнче Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă ентешсене асăнса та чысласа палăк уçрĕç.
Кăçал та кунта йăрăм-йăрăм тельняшкăл- лисен уявĕ (йĕркелỹçисем _ Федор Ильдяков, Валерий Мандрюков, Владимир Малеев ветерансем) асра юлмалла иртрĕ. Тинĕс-Çар флочĕн ялти, округри, республикăри, çĕр-шывăн тĕрлĕ регионĕнчи ветеранĕсем палăк патне пуçтарăнчĕç, чĕрĕ чечек хучĕç. Митинга Кивĕ Чукал ял территори уйрăмĕн начальникĕ Александр Чамеев уçрĕ, пурне те пĕлтерĕшлĕ уявпа саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ, моряксен ĕçĕ пархатарлине палăртрĕ. Ялăн тĕп клубĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕ чаплă концерт лартса пачĕ. Кăмăллă пулăм: кунта пурăнакан Тинĕс-Çар флочĕн ветеранĕн Владимир Малеевăн çарти тусĕ _ Тольяттире пурăнакан Алексей Скворцов вырăс _ хăйĕн хут купăсне культура учрежденине парнелерĕ. Клуб заведующийĕ Валерий Мандрюков _ ĕнерхи моряк _ Тулăра кăларнă хут купăса тăсса ярсан пурте «тинĕс» юррине шăрантарма пуçларĕç, ташша ячĕç. Асран кайми самант! Уяв çĕрлеччен тăсăлчĕ: тĕрлĕ çĕртен килнĕ ветерансем туслă калаçу çăмхине сỹтрĕç, службăри самантсене аса илчĕç...
Сăмах май, сумлă хăнасен йышĕнче Владимир Малеевăн (2-статьяри старшинан) çарти юлташĕсем (шыв ай киммин 9-мĕш отсекĕнчи турбина ушкăнĕ) те _ çỹлерех асăннă Алексей Скворцов тĕп старшина, Шупашкарта пурăнакан Владимир Якимовпа (2-статьяри старшина), Алексей Светопольский (1-статьяри старшина), Валентин Красновпа Михаил Беляков (Улатăр округĕ) пулчĕç. Вырăс-чăваш çыннисем Çурçĕрти Пăрлă океана та, Атлантика океанне те тухнă. А-667 (Азуха) атомлă шыв ай киммипе ишсе Америка çывăхнех çитнĕ. Инçе ишевшĕн медале те тивĕçнĕ. Пĕр çемьери пек пурăннă. Пĕр-пĕрне ятран чĕннĕ, пулăшнă, хавхалантарнă. Юлташлăх, туслăх тарăн океансенчен хăват илнĕ.
_ Пирĕн туслăх çур ĕмĕре яхăн тăсăлать. Ахаль чухне социаллă сетьсем урлă çыхă- натпăр, телефонпа калаçатпăр, хамăрăн уяв кунхине вара пĕр-пĕрин патне вĕçтеретпĕр, _ тет Тольятти вырăсĕ. _ Шăмăршă тăрăхĕ пире çав тери килĕшет. Вăрманĕ, улăх-çаранĕ, юхан шывĕ... Кунти халăха тарават та ĕçчен тесе хаклаççĕ. Тинĕсре çуралнă туслăх ĕмĕре пытăр! Çапла пултăр!
Зинаида Свеклова.