Хурал башнине ăçта лартмалла: вăрман хĕрринче е ипподромра?
ХЫРЛА хĕрринчи хỹтĕлев чикки (вырăсла _ «Карлинская засечная черта», «Тетюшская засечная черта») _ регион пĕлтерĕшлĕ историпе археологи палăкĕ (Чăваш АССР Министрсен Совечĕ 1993-çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче 372-мĕш номерпе йышăннă Постановлени). Историксем çирĕплетнĕ тăрăх, хỹтĕлев чиккине Вырăс патшалăхĕ çеçен хирти куçса çỹрекен йăхсем _ Крым тата ногай хурахĕсем _ тапăнасран туса лартнă. «Памятная книжка Казанской губернии на 1861-1862 г.г.» документра хỹтĕлев чиккине хăçан тунине те кăтартнă: «Строительство этой черты было начато в 1555-м и завершено в 1566-м году». Хăш-пĕр историксем Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккине 1578-çулта, «Темников-Улатăр-Теччĕ» хỹтĕлев чиккине тунă чух _ чавса çирĕплетнĕ тесе шутлаççĕ.
Ĕмĕр хыççăн ĕмĕр шуса иртнĕ май Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чикки те куç умĕнчен çухалса пынă, тахçан тарăн валпа стена пулнă, хурал башнисем ларнă вырăнта вăрман кашлама пуçланă.
Çапах та çут çанталăк историе вуçех те манăçтарма паман: хỹтĕлев чиккин вырăнĕ тĕл-тĕл упранса юлнă. Шăпах çавăнпах ĕнтĕ Чăваш АССР Правительстви 1993-çултах «чан çапма» тытăннă: «Шăмăршăсем, ан манăр: эсир историе упраса хăварма тивĕç, Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чиккине пулас ăрусем валли хỹтĕлесе хăвармаллах!»
Самана саккăрла çаптарнă тапхăрта хỹтĕлев чикки пирки кам шутлатăр? Юрать-ха, тăван ен аваллăхне упраса хăварассишĕн чунтан тăрăшакан çынсем тупăннă. Вĕсенчен пĕри _ педагогика ĕçĕн ветеранĕ Галина Веденеева. Галина Николаевна, Хырла хĕрринчи хỹтĕлев чикки яланлăхах куçран ан çухалтăрччĕ тесе чĕререн çуннипе, çак ыйтăва округ ертỹлĕхĕ умĕнче темиçе те çĕкленĕ, хăйне пулăшма таврапĕлỹçĕсене те явăçтарнă.
Тинех «пăр тапранчĕ» теме пулать: хỹтĕлев чиккине хỹтĕлессине 2025- çулхи пуçару бюджечĕн планне кĕртнĕ. Галина Веденеевăн савăнмалла кăна пек ĕнтĕ _ çутă ĕмĕт тинех пурнăçа кĕрĕ, Шăмăршă тăрăхĕ историшĕн чаплă палăкпа пуянланса туристсене илĕртме пуçлĕ.
Анчах проект авторĕн (çак проекта Галина Николаевна хăйĕн укçипе туса хатĕрленĕ) чунĕ çав-çавах ыратать: хурал башнине вăл сĕнекен вырăнта мар, Шăмăршă ипподромĕнче çĕклемешутлаççĕ иккен. Историксем вара хỹтĕлев чикки (вал) Шăмăршăри Луговая урамĕнче тата кунти вăрманта пулнине çирĕплетеççĕ, унăн вырăнĕ те аванах палăрать-ха. Чăнах та, «Истори палăкĕ» тесе йышăннă вырăнта нимĕнле çурт-хуралтă та тума, çĕр чавма юрамасть. Çак урамра пурăнакансем, сарайсемпе çĕр улми упрамалли шăтăксем туса, саккуна сĕмсĕррĕн пăснă.
Хурал башнине федераци пĕлтерĕшлĕ çул çывăхне лартма та килĕшмен _ аслă çула сарсан, объекта вăйпах пăстарма пултараççĕ иккен. Кун пек «йỹçĕ» опыт пирĕн пур ĕнтĕ: Катрак палăкне Виçпỹрт Шăмăршă ялĕ çывăхĕнчи трасса хĕррине лартсан, çул хуçисем пирĕн пуçлăхсене судпа хăратсах ăна урăх вырăна куçарттарчĕç. Юрать-ха, Шăмăршăри уçă пĕлĕт айĕнчи истори музейĕн хуçи Николай Быков Катрак патшана хăйĕн «хỹтлĕхне» илчĕ: халĕ мăнаçлă палăк Шăмăрша килекенсене аваллăхран ăшă салам калать, туристсене пирĕн патă- мăра килсе курма илĕртет. Хурал башнине Луговая урам вĕçĕнче туса лартсан, истори чăнлăхĕ пулĕччĕ. Кунта та чăрмав сиксе тухнă: çывăхри вăрман _ федераци харпăрлăхĕ, Мускав ирĕк памасан, нимĕнле башня та тума юрамасть иккен!
«Аптăранă кăвакал кутăн чăмнă», _ тенĕ пек, юлашкинчен пирĕн ертỹçĕсем Шăмăршăри ипподрома суйласа илнĕ. Кунта, шуйттан мăйраки туса лартсан та, никам та чараймĕ. Çĕрĕ _ хамăрăн, унпа хамăр хуçа. Галина Веденеева пуçлăхсен шухăшĕпе килĕшмест: ипподром Хырла çинчи хỹтĕлевчиккине хăш аяккипе пырса перĕнет-ха? Пулман кунта нимĕнле вал та, хуралçăсем те чикĕ сыхласа ларман... Кĕлпук мучи каланă пек: «Чисти аптрал: ни _ унта, ни _ кунта...»
Пуçару бюджечĕ уйăрнă укçа-тенкĕпе йывăçран хурал башнине те пуралама пуçланă ĕнтĕ, анчах ăна ăçта вырнаçтарасси халĕ те уçăмлă мар. Çак ыйтăва, ман шутпа, округ депутачĕсен татса памалла, ларăва Галина Веденеевăпа таврапĕлỹçĕсене тата журналистсене те чĕнмелле. Кайран хирĕçмелле ан пултăрччĕ. Истори чăнлăхне чухламан çынсемшĕн Хурал башнине хуть те ăçта _ хăть çырма тĕпне _ лартсан та, пур пĕрех пуль те-ха, анчах Галина Веденеевăпа ун майлисем халăх укçипе тĕрĕс усă курмалла тесе шутлаççĕ. Пуçару бюджечĕн проекчĕ мĕнле пурнăçланнине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев çирĕп контрольте тытнине манас марччĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.