Хĕвел шевлиллĕ тырă пĕрчисем

ШĂРĂХ! «Дон-1500 Б» комбайн кабинине алă перĕнсенех _ тимĕр пĕçертсе илет. «Хир карапĕн» капитанне _ хĕвелпе тата тусанпа хуралнă Владимир Алексеев фермера _ вырма пуçланнă ятпа ăшшăн саламларăм.
_ Тырă каярах юлса ĕлкĕрчĕ, _ терĕ Владимир Михайлович. _ Çанталăк ĕç хăвăртлăхне ỹстерме хистет. Пуçтарса кĕртмелли 173 гектар _ урпа тата тулă.
...Комбайн çаврăм хыççăн çаврăм тунă май урпа уйĕ пĕчĕкленсех пырать. Хальлĕхе 40 гектар ытла вырса çапнă. Владимир Алексеев тухăç пĕлтĕрхинчен пысăкрах тесе шутлать.
Фермер тыррине ГАЗ-53 автомашинăпа Андрей Иванов турттарса тăрать. Вăл та шăрăха пула кĕпине хывса пăрахнă.
_ Кăнтăрти пек курорт паян _ хирте, _ йăл! кулать водитель. _ Ылтăн тинĕсĕ кăна мĕне тăрать! Каç енне кăштах сулхăнлатать те, сывлама та çăмăлрах.
Карапай Шăмăршă тăрăхĕнчи ытти фермер та тыр-пула пуçтарса кĕртме тытăннă. Вĕсем те кăçалхи тухăçа мухтаççĕ, çанталăк кăмăлĕ лайăх пулĕ, уяр кун ĕçлесе йĕтем çине типĕ тырă кĕрĕ тесе ĕмĕтленеççĕ.
Эпир çак кун Татьяна Иванова фермер хуçалăхĕнче те пултăмăр. Татьянăн мăшăрĕ Алексей Иванов NOVA-340 комбайнпа пăрçа пуçтарса кĕртетчĕ. Тухăç аван _ гектартан 30-шар цетнер ытла. Комбайн патĕнчен тырра фермер ывăлĕ Максим МАЗ автомашинăпа турттарать. Ивановсем 100 гектар _ пăрçа, 30 гектар _ урпа, 133 гектар _ çурхи тулă, 70 гектар _ кĕрхи тулă, 38 гектар _ викăпа сĕлĕ, 12 гектар _ ясмăк, 27 гектар викăпа рапс çитĕнтернĕ. Кĕр тырри гектартан 40-шер центнер ытла тухнă.
Ив.САЛАНДАЕВ.