Илле пророк _ халăх хисепĕнче

Августăн 2-мĕшĕ _ Илле пророк (Илен) кунĕ.

Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн Илле пророк _ Тĕлĕнтермĕш ĕçсем тăвакан Çветтуй Николай пекех хаклă. Халăх ăнлавĕнче вăл _ çумăрпа аслатие пăхăнтаракан «хаяр» Çветтуй, çавăн пекех тыр-пул тухăçлăхĕшĕн те яваплă. Сăнав тăрăх, Илен кунĕнче çумăр пулсан, ыраша кайран акас пулать. Аслати сасси хуллен илтĕнсен, çиçĕм сахал çиçсен _ çумăр сахал çăвасса; аслати вăйлă кĕмсĕртетсен, çиçĕм вăйлă çиçсен _ шалкăм çумăра. Илен кунĕ кăнтăрлаччен _ çулла, кăнтăрла хыççăн _ кĕркунне. Илен кунĕ иртсен вăрăм туна çыртма пăрахать. Илле пророк хăй кунĕнче шыва пăр татки ярать теççĕ.

Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Çветтуй Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.



01 августа 2025
14:31
Поделиться