Калис аппа
(Малалли. Пуçламăшĕ 28, 29-мĕш номерсенче)
...Çур çула яхăн госпитальте сипленнĕ хыççăн Калисăна çăмăлрах ĕçе куçараççĕ. Сылтăм алли туякан, хуçланакан пулсан та, çав-çавах хул пуççирен çỹле çĕкленеймест-ха. Хăрах алăпа епле лаша çине хăпарса ларăн? Çурăмĕ тỹрленсе çитнĕ тесен те юрать. Контузи вырăнĕсем - лап-лап хĕрлĕ-кăвак тĕслĕ çаврашкасем – хусканусем тума питех кансĕрлемеççĕ. Малашне хĕрлĕ армеец Грачева _ фронт тăрăх куçса çỹрекен 155-мĕш çăкăр завочĕн лавçи. Лаша кỹлсе тин пиçсе тухнă çăкăра михĕсемпе салтаксем патне турттарать. Çăнăх е çăкăр миххисене сывă аллипе хул хушшине хĕстерсе йăтма хăнăхрĕ. Ленăна - çывăх хĕр-тусне - пекарь тивĕçне çирĕплетнĕ иккен. Каллех пĕрле - епле савăнăç!
Çапла вăрçă пĕтичченех хĕр аллинчен йĕвенпе тилхепе кайман. Çав вăхăтрах çăкăр пĕçерекенсене те пулăшнă: вут-шанкăпа тивĕçтернĕ, шыв кỹрсе тăнă тата ытти те. Кун сиктерсе çĕрлехи хуралта тăнă. Пирĕн çар майĕпен фашистсене хăйсен йăвине, Германие, хăваласа пырать. Тепĕр пысăк çапăçу _ Кенигсбергшăн. 1945-çулхи ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Хĕвел тухăç Пруссин тĕп хулине те парăнтарнă. Кунтан Берлина çитме пит инçех мар - 500 çухрăм ытларах. Вут-çĕлен, аманнă пулсан та, парăнасшăн мар-ха, анчах та вырăссен хăватлă çĕнтерỹ юхăмне тытса чарма никам та пултараймĕ. Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар, тăшмана йĕрлесе, Берлина çитет. Иккĕмĕш Белорусси фрончĕ (Калис та унта) фашистсен тĕп хулине çурçĕр енчен хĕсет, ытти фронтпа пĕрле Берлина штурмланă çĕре хутшăнать.Тинех çĕлен-калтан йăви асар-писер вут-çулăм ăшĕнче!
Хĕрсен тивĕçĕ Берлинта та – çар çыннисене çăкăрпа тивĕçтересси. Рейхстаг çинче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшме тытăнсан та, пирĕн салтаксене канлĕх çук-ха: унта та кунта хĕç-пăшаллă фрицсем пытанса тăраççĕ. Пĕррехинче Калиса нимĕç хĕрĕ çурт кĕтессинчен хăйĕн çине револьверпа тĕллесе тăнине курать... Анчах та çивĕч куçлă чăваш хĕрĕ унран маларах персе ĕлкĕрет, тăшмана тĕп тăвать.
Майăн 9 - мĕшĕ - Çĕнтерỹ кунĕ! Çак кун Калис тинех ирĕклĕхе туять, чĕри тинех ниçта шанăçайми савăнăçпа тулать. Хĕр-тантăшĕнчен пĕри «Катюша» юрра хуллен юрласа ярать. Ыттисем ун çумне хутшăнаççĕ: «Çеçкере-çке панулми те груша...». Хăшĕ тата вилнĕ юлташне е тăванне аса илсе хурланса илет ... Тĕлĕкре мар-ши ку? Ĕненме те йывăр ... Миçе çул кĕтнĕ çак куна! Эппин, часах киле каятпăр, Тăван çĕр-шыва, çуралнă яла!
Тăрантаспа, хĕр салтака кĕтме...
Çурла уйăхĕнче ялта уйрăмах ĕç нумай: тыр- пул пуçтармалла, выльăх апатне хатĕрлесе çитермелле. Феврунь тырă кỹртнĕ çĕрте – тулли михĕсене пĕчченех, никам пулăшмасăр, çурăмĕ çине çавăрса илет те лав çине кайса хурать. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен тепĕр арçын айккинче тăтăр! Çинçе пилĕклĕ çап-çамрăк чипер хĕр йывăр ĕçпе çан-çурăмне самаях пиçĕхтернĕ курăнать. Мĕн тăвăн, вăрçă вăхăтĕнче ача-пăча ир çитĕнет. Акă ĕç вăхăтĕнчех ăна правление чĕнтерни çинчен пĕлтереççĕ. Халех каймалла теççĕ. Ахаль те хăвăрт çỹрекен Феврунь яла чупсах кайрĕ.
_ Каллех конюха лартасшăн пулĕ-ха... Калис аппан лашисене вăрçă чарăниччен кăна пăхатăн терĕç вĕт!.. Ĕнтĕ вăрçă пĕтни тăваттăмĕш уйăх - арçынсем ĕçлеччĕр! – мĕншĕн чĕнтернине ăнланма пултараймасть-ха вăл.
_ Калис аппу район центрĕнче, ăна илме каймалла! – аякранах кăшкăрать колхоз счетовочĕ.
Хĕр чупнă çĕртен тăпах чарăнчĕ. Пĕр самант юпа пек хытса тăчĕ.
_ Лаша витине каятăн пуль, лаша кỹл те _ тỹрех салтак патне!
Унта кайса вăхăт ирттерет-и? Акă колхоз председателĕн кỹлнĕ лаши правлени умĕнче кăкаркăçра тăрать – Феврунь тем самантра тăрантас çине хăпарса ларчĕ, тилхепине çавăрса тытса, çỹрен лашана хускатрĕ.
_ Хуçине каламасăрах-и? Мĕнле капла? - кăшкăрчĕç хыçалтан, анчах вăл итлесе тăмарĕ, лашана малалла чуптарчĕ...
Çамрăк лаша ирĕке тухнăран савăнса-ши, яртлатса чупать. Лавçă ăна хутран-ситрен кăна васкатса: «Но-о! Но-о!» - текелесе илет. Тем самантра çирĕм çухрăм хыçа юлчĕ, тăрантас район центрĕпе шалтăртаттарса пырать. Акă аслă урам вĕçĕнче салтак тумĕллĕ çынсем курăнса кайрĕç. Пĕрин çинче – гимнастеркăпа юбка...
_ Калис! Калис! – палласа илсе кăшкăрса ячĕ Феврунь. _ Лаши чарăничченех тăрантас çинчен сиксе анса аппăш еннелле ыткăнчĕ. Хĕр-салтак та ăна хирĕç васкарĕ. Акă вĕсем пĕр-пĕрин ытамĕнче, иккĕшĕн куçĕнчен те шăпăртатса куççуль тумлать...
Виçĕ çул курман пĕрне-пĕри... Асли çак хушăра ăçта кăна çитмен-ши вăрçă çулĕсемпе, мĕнле кăна нуша курман-ши!...Пурнăçпа вилĕм хушшинче çỹренĕ. Тавах, шăпи каялла сывă таврăнма пỹрнĕ... Авă епле телейлĕ çиçет халь унăн çутă сăн-пичĕ! Кĕске кастарнă хăмăр çỹçне пилотка ăшне тирпейлесе пуçтарнă, куçĕсем хаваслăн çиçеççĕ – хĕр унчченхинчен те илĕртỹллĕрех!
Калаçса пынипе яла çитнине те асăрхаман. Хĕвел те анса пырать иккен. Укăлча умне çамрăксем йышлăн пуçтарăннă – ялти пĕртен-пĕр хĕр салтака кĕтме тухнă. Каччăсем чупса пырса Калисăна тăрантас çинчен йăтса антарчĕç, çỹлелле ывăтма тытăнчĕç:
_ Çĕнтерỹçĕ салтака _ ура! ура! ура! – хăватлăн янăраса тăрать тавралăх...
Ирчченех çын татăлмарĕ Грачевсен çуртĕнчен. Ватти-вĕтти салтака киле ăнăçлă таврăннă ятпа чĕререн саламларĕ, темрен те хаклă Çĕнтерỹшĕн тав турĕ.
(Малалли пулать).
Галина ИВАНОВА, Шăмăршă ялĕ.