Карапай Шăмăршăри ПНИ _ 15 çулта

Карапай Шăмăршăри ПНИ _ 15 çулта

ХЫР вăрманĕнчи çав тери илемлĕ вырăнта сарăлса ларакан хисеплĕ бюджет учрежденийĕ _ Карапай Шăмăршăри психоневрологи интерначĕ _ 15 çул тултарчĕ. Çак ятпа кунта савăнăçлă мероприяти пулса иртрĕ. Уяв умĕн юсаса илемлетнĕ клубăн пысăк залне интернатра пурăнакансемпе сотрудниксем, ветерансем тата хаклă хăнасем пуçтарăнчĕç.

Коллектива юбилей ячĕпе ПНИ директорĕ Андрей Вазанов, Шомикри, Йĕпреçри тата Атьратри интернатсен директорĕсем, Чăваш Республикинчи инвалидсен обществин председателĕ Вероника Михайлова ăшшăн саламларĕç. Савăнăçлă мероприятие Шăмăршă муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова тата Шăмăршă округĕнчи Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Татьяна Матвеева, ытти хăнасем хутшăнчĕç, хастар йыша тав туса ырă сăмах каларĕç.

ПНИ сотрудникĕсемпе ĕç ветеранĕсене Чăваш Республикин Ĕç министерствин тата администрацин Хисеп грамотипе, Тав çырăвĕпе хавхалантарчĕç.

Юбилей мероприятине интернатра пурăнакансен вăйĕпе хатĕрленĕ тата чăваш эстрада артисчĕсен чаплă концерчĕ илемлетрĕ, нумайлăха асра юлмалла турĕ.

Н.ПОЛИКАРПОВ.



01 августа 2025
14:50
Поделиться