Модульлĕ футбол манежĕ тăвасшăн

ШĂМĂРШĂРА футболла выляма пысăк стадион кирли çинчен нумай калаçатпăр. Чăнах та, мини-футболăн икĕ площадки пур-ха, анчах республика ăмăртăвне хутшăнас тесен чăн-чăн пысăк стадион кирлех.

Çакна шута илсе, Чăваш Республикине 2025-2030-çулсенче аталантармалли Комплекслă программăра Шăмăршăра çивиттиллĕ модульлĕ футбол манежĕ тума палăртнă. Хальхи вăхăтра çак спорт объекчĕ валли вырăн шыраççĕ.



01 августа 2025
14:29
Поделиться