Наиль Тепитов: «Мошенникпа шпана _ пĕр «сăпкара»...»

Наиль Тепитов: «Мошенникпа шпана _ пĕр «сăпкара»...»

УÇĂ кăмăллă, хуть те кампа та ырă сунса калаçакан çак патвар арçын пĕрре те полици пуçлăхĕ пек туйăнмасть. Полици ĕçченĕн сăнарĕ нумайăшĕшĕн кулма-шỹтлеме асăрханакан, яланах хыттăн калаçакан çын пек курăнать. Кинора та вĕсене çавăн пек кăтартаççĕ. Ман шутпа, йĕрке сыхлавçи те пирĕн пек çынах _ халăх ывăлĕ иккенне _ вĕсем манаççĕ. Раççей Шалти ĕçсен министерствин Патăрьелĕнчи полици пайĕн Шăмăршă уйрăмĕн начальникĕ Наиль Тепитов çапла шутлать: «Çыннăн, хуть те ăçта ĕçлесен те _ йĕркеллĕ çын пулмалла. Полици сотрудникĕсем граждансене лăпкă та хăрушлăхсăр пурнăç туса парассишĕн тăрăшаççĕ. Çакна никамăн та манмалла мар. Унчченхи: «Манăн милици мана хỹтĕлет» каларăш паянхи полици ĕçченĕсене тỹрремĕнех пырса тивет.

_ Наиль Абрарович, Сирĕн кантурăр умĕнчен куллен иртсе çỹретĕп те, полицире ĕçлекенсен йышĕ унчченхинчен чылай сахаллине куратăп. Штата чакарчĕç е çын çитмест?

_ Эсир тĕрĕсех асăрханă: халĕ полици уйрăмĕнче аттестаци иртнĕ 24 çын çеç вăй хурать. Паян тесен _ паян тата 4 сотрудник кирлĕ. Шел те, çамрăксем йывăр та канăçсăр ĕçе килĕштерсех каймаççĕ, тивĕçлĕ канăва каякан сотрудника улăштарма çын тупма та йывăр. Пирĕн ĕçре пĕр çын çукки те _ çивĕч ыйту, уйрăмах участковăй пулманни оперативлă ĕçре пысăк чăрмав кỹрет.

_ Калаçăва кăçалхи пĕрремĕш çур çулхи кăтартусем çине куçарар-ха: Шăмăршă тăрăхĕнче преступлени тунă тĕслĕх нумай-и?

_ 2025-çулхи ултă уйăхра Патăрьелĕнчи полици уйрăмĕн Шăмăршă пайĕ преступлени тунине хирĕç кĕрешес тата обществăри хăрушсăрлăха çирĕплетес тĕлĕшпе нумай ĕç турĕ.

Пĕрремĕш çур çулта йĕркене пăсни çинчен 762 заявлени регистрациленĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 926 заявление шута илнĕ пулнă. Заявленисене пурне те саккунпа пăхнă вăхăтра пăхса тухнă, çирĕплетнĕ фактсем тăрăх 23 уголовлă ĕç пуçарнă. Ултă уйăхра пурĕ 34 преступление шута илнĕ (пĕлтĕрхи çак тапхăрта _ 47). Преступленисен 73,1 процентне (пĕлтĕрхи çак тапхăрта _ 72,1 процент) уçса пама пултартăмăр.

_ Наиль Абрарович, уйрăмах йывăр преступлени туни пулман-и?

_ Кун пек преступлени _ иккĕ, вĕсем наркотик хатĕрĕсемпе саккунсăр усă курнипе çыхăннă. Çак преступленисене уçса парасси вĕçленмен-ха.

_ Хĕç-пăшал упранипе çыхăннă уголовлă ĕç хускатман-и?

_ Шăмăршă муниципалитет округĕн территорийĕнче 400 единица хĕç-пăшал упракан 248 гражданина çирĕп контрольте тытатпăр. «Хĕç-пăшал-2025» оперативлă профилактика мероприятийĕ вăхăтĕнче пирĕн сотрудниксем 185 единица хĕç-пăшала тĕрĕсленĕ, Улмаллăра пурăнакан Б.С.Н. тата Патирекри К.Б.Н. граждансем пирки протокол çырнă. Административлă право йĕркине пăснăшăн 2 пăшал тата 45 патрон туртса илнĕ. Çĕнĕ Тăрăнта пурăнакан А.А.В. гражданин килти хуçалăхĕнче кăштах картечь тата порох упранине тупса палăртнă. Çак хатĕрсем сахал пулнине шута илсе, уголовлă ĕç хускатман.

_ Наиль Абрарович, Эсир пĕр калаçура: «Мошенникпа шпана _ пĕр «сăпкара», _ тенĕччĕ. Çакна шỹт пек ăнланмалла-ши?

_ Пĕрре те шỹт мар. Мошенник _ вăра-хурах пекех _ обществăна çав тери пысăк сиен кỹрет. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мошенниксем интернетпа усă курса 6 преступлени тунине шута илнĕ, хальлĕхе вĕсен 20 процентне çеç уçса пама май килчĕ. Мобильлĕ çыхăну урлă _ 2 преступлени, банк карттисемпе çыхăннă 3 преступлени тунине регистрациленĕ. Вĕсене уçса парас тĕлĕшпе çине тăрса ĕçлетпĕр.

Граждансене мошенниксен ултавне çакланасран çав тери асăрхануллă пулма чĕнсе калатăп. Палламан номерпа шăнкăравланине асăрхасан, телефонăра ан тытăр, хăвăрăн ачăрсемпе мăнукăрсене те кĕсье телефонĕпе асăрхануллă пуласси пирки каласах тăрăр. Пирĕн ĕç пахалăхне çак тĕслĕх те çирĕплетет: пĕрремĕш çур çулта эпир пуçарнă пĕр уголовлă ĕçе те прокурор каялла тавăрса паман. Çавăн пекех эпир уçса панă преступленисем пирки суд килĕшменни те пулман.

Хамăрăн сотрудниксене эпĕ çирĕп шанатăп, ытарлăн каласан: кашнийĕпех разведкăна кайма хатĕр.

_ Наиль Абрарович, «сăмах пине çитрĕ» теместĕп, çапах хаçатра вырăн сахаллине те манар мар. Эсир спорта чунтан юратнине, кире пуканĕ йăтса пĕрре çеç мар Шăмăршă тăрăхĕн чемпионĕ пулнине лайăх пĕлетĕп те, çакна çеç ыйтасшăн: коллективра пурте спортпа туслă-и?

_ 100 проценчĕпех!

Калаçăва Ив.САЛАНДАЕВ йĕркеленĕ.



01 августа 2025
14:54
Поделиться