«Çĕнтерĕве тỹпе хывасчĕ-ха...»

Шăмăршăра пурăнакан Галина Портнова, Ирина Моисеева, Зинаида Леонтьева, Людмила Захарова Раççей Ял хуçалăх банкĕн 2-мĕш хутне кунсерен пуçтарăнса маскировка сетки çыхаççĕ. Ылтăн алăсем çыхнă хỹтлĕх карри хисепĕ кăçалхи январьтен пуçласа паянхи кунччен 100-е те çитрĕ.

Çапла, ятарлă çар операцийĕнче тăракан салтаксене пулăшассине Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн членĕсем пирвайхи тивĕç вырăнне хураççĕ.

Çỹлерех асăннă хастарсен тĕслĕхĕпе хавхаланса, Асанкассинчи ФАП фельдшерĕсем халĕрех маскировка сетки çыхма пуçăнчĕç. Хăйсен професси тивĕçне пурнăçланипе пĕрлех, гражданла тивĕçе те мала хуни вĕсене мăнаçлăх кỹрет. Фронта пулăшас тесен, майне тупма пулатех.

Хатĕр гуманитари япалисене отпуска таврăннă ентешĕмĕрсем урлă тĕрлĕ çĕре ăсататпăр. Çывăх вăхăтра Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕпе пĕрле Луганск тата Белгород тăрăхне çитермелле.

Материал туянмашкăн округ çыннисем укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Округ администрацийĕнче тата «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче тимлекен хĕр-хĕрарăм пире хỹтлĕх каррилĕх хăю касса хатĕрлеме пулăшу кỹреççĕ. Пурте ĕçĕмĕр вырăнлă та вăхăтлă пуласса шанатпăр.

Ираида Пыркина, Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» обществăлла организацин вырăнти уйрăмĕн председателĕ.



01 августа 2025
09:28
Поделиться