Олег НИКОЛАЕВ: «Чи кирли _ граждансем хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшассине йăлана кĕртмелле»

ПАЛЛĂ ĕнтĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн пуçарăвĕпе Республика кунĕнчен тытăнса «Сывлăх патне _ утăм» проект ĕçлет. Мобильнăй медицина пункчĕсенче тухтăрсем ял-хулара пурăнакансене чир-чĕре вăхăтра палăртма, пысăк квалификациллĕ пулăшу тата сĕнỹ пама пулăшаççĕ. «Сывлăх патне _ утăм» проектпа килĕшỹллĕн, иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тĕп пасарта Шупашкар çыннисем валли ĕçленĕ «Сывлăх пунктне» çитсе курнă, медицина специалисчĕсем граждансене епле йышăннипе паллашнă, тухтăрсемпе тата пациентсемпе калаçнă.
«Ку проект харăсах темиçе ыйтăва татса парать. Вăл профилактика тата диагностика мероприятийĕсен шутне ỹстерет, чирсене малтанхи тапхăрта оперативлă тупса палăртма пулăшать. Чи кирли вара _ граждансем хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшассине йăлана кĕртмелле», _ тенĕ Олег Николаев.
«Сывлăх пункчĕсем» республикипех ĕçлеççĕ. Вĕсенче пур округра та врачсем пациентсене графикпа килĕшỹллĕн йышăнаççĕ. Пысăк опытлă специалистсем сывлăха тĕрĕслеççĕ, сĕнỹ-канаш параççĕ, хăшĕсене поликлиникăра анлăрах тĕрĕсленме направлени сĕнеççĕ. «Сывлăх патне _ утăм» ачасемшĕн те ĕçлет. «Сывлăх пунктĕнче» педиатрсемпе стоматологсем те йышăнаççĕ.