Онкологие те çĕнтерме пулать

«ВĂРĂМ та хастар пурнăç» Наци проектĕнче халăх сывлăхĕн пахалăхне çултан çул лайăхлатсах пыма палăртнă. Шăмăршă район больницин коллективĕ ку тĕлĕшпе чир-чĕре маларах тупса палăртни тата çийĕнчех сиплеме пуçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе шутлать.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта округра 3243 çын диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Врачсем чĕре чирĕ аталанма пултаракан 12 тĕслĕх, сахăр диабечĕн палăрăмне _ 15 тĕслĕх, сывлав тытăмĕн чирне _ 7 тĕслĕх, вар-хырăм чирне 11 тĕслĕх тупса палăртнă.

Чи хăрушши _ 10 çыннăн онкологи чирĕн палăрăмĕ пулни. Çийĕнчех сиплеме тытăнсан, рака та парăнтарма май пур тесе шутлаççĕ врачсем. Лайăх тĕслĕх темиçе те. Çавăнпа та округра пурăнакансене хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшма тата диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр тухма чĕнсе калаççĕ.



01 августа 2025
14:32
Поделиться