«Пехет» агромаркетра _ Шăмăршă вăрманĕн пуянлăхĕ

ШУПАШКАРТА «Пехет» агромаркет уçăлни çинчен эпир хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин суту-илỹ площадки пурне те хăй патне илĕртет: кунта Шăмăршă, Сĕнтĕрвăрри, Канаш, Вăрнар тата Опытлă хуçалăх лесничествисем вăрман пуянлăхне сĕнеççĕ.
Лесниксем хурăн тата юман милĕкĕ, тĕрлĕ сортлă пыл, çырларан тата йĕкелтен хатĕрленĕ варени, хура çырлапа çĕр çырли, чей курăкĕ, тăварланă кăмпа тата ыттине те сутаççĕ. Кунтах хурăн шывне ас тивме те май пулать. Паллах ĕнтĕ, питомниксем лăсăллă тата çулçăллă йывăçсен çамрăн хунавĕсене те сĕнеççĕ. Шупашкара каяс пулсан, «Пехет» агромаркета çитсе курма тăрăшăр, хаклă вулаканăмăрсем!
И.МИХАЙЛОВ.