Пирĕн команда _ иккĕмĕш вырăнта
КАНАШ хулинчи «Локомотив» стадионра Чăваш Республикинчи патшалăх влаçĕн органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăхăн 32-мĕш Спартакиадин пĕрремĕш тапхăрĕ иртнĕ. Унта Шăмăршă муниципалитет округĕн спортсменĕсем те хутшăннă. Мини- футболла выляса, Шăмăршă команди иккĕмĕш вырăн йышăннă, ăмăртăвăн тепĕр тапхăрне хутшăнма тивĕç пулнă.