Пресс-центр пĕлтерет

ШĂМĂРШĂ тăрăхĕнчи пур хуçалăхра та вырма ĕçĕ сарăлсах пырать. Ĕнерхи кун тĕлне 600 гектар ытла лаптăк çинчи кĕрхи тулла вырса çапнă. Малтанласа палăртнă тăрăх, вăтам тухăç гектар пуçне 35-40 центнерпа танлашать.

Пуянкассинчи Надежда Угарина фермер хуçалăхĕнче пăрçа пуçтарса кĕртеççĕ. Округра севок сухан 13 гектар çинче çитĕнтернĕ. Хальхи вăхăтра Шăмăршăри Дмитрий Краснов, Алексей Мердеев тата Леонид Кошкин фермерсем севок сухана кăларса типĕтеççĕ, сортласа сутма хатĕрлеççĕ тата упрама хураççĕ.

Вырма ĕçĕпе пĕр вăхăтрах ялта строительство та кал-кал пулса пырать. Виçпỹрт Шăмăршăри «Победа» ОООра _ 500 тонна тырă вырнаçмалăх хранилище, Палтиелĕнчи Фазулла Рахматуллов фермер хуçалăхĕнче 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли вите тăваççĕ. Фермер хуçалăхĕсем выльăх-чĕрлĕх валли утă тата сенаж хатĕрлеççĕ, тырă фуражĕн саппасĕ те ỹссех пырать.



01 августа 2025
12:04
Поделиться