Пĕрлехи вăйпа
Нумаях пулмасть, ятарлă çар операцийĕнче тăракан ентешĕмĕр _ Чăваш (позывной) патне гуманитари япалисем çитнĕ. Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» тата «Веçех _ фронт валли!» пуçару ушкăнĕсем, Пуянкасси ял территори уйрăмĕнчи хĕрарăмсем, Шăмăршăри Иванскисен _ «Козерог», М.Крыловăн «Ромашка» магазинĕсем, И.Николаева, Н.Полякова, О.Барышева, А.Кудряшова, Г.Смаева, К.Еремеева, Л.Ильина тỹпе хывнипе кирлĕ япаласем хатĕрлеме-туянма май тупрĕç. Вĕсем: хỹтлĕх каррисем, гигиена хатĕрĕсем, апат-çимĕç.
Надежда Константинова, Шăмăршăри «Çĕнтерỹ чĕнĕвĕ» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.