Салтаксем пиртен пулăшу кĕтеççĕ!

«...Маскировка сетки, плащпа утиял _ тăшманран хỹтĕленмелли чи шанчăклă хатĕрсем...»
(Çапăçу хирĕнчи салтаксен калаçăвĕнчен)
Ятарлă çар операцийĕнче тăракансемшĕн хỹтлĕх карри чи кирлĕ япаласенчен пĕри пулса тăчĕ. Тăшман разведкинчен, ун енчен вĕçсе килекен дронран сыхланмалли чи шанчăклă хатĕр вăл. Маскировка сетки, çар техникипе блиндажа хỹтлĕхре тăратнипе пĕрлех, вуншар-вуншар боец пурнăçне çăлса хăварать. Ахальтен мар ĕнтĕ, çапăçу хирĕнчен ăна ыйтса нумай заказ килет. Нумаях пулмасть Белгород тăрăхне сеткăсем ăсатнăччĕ, халĕ унта тăракан ентешĕмĕр татах вĕсене ыйтса янă _ апла тăк, хỹтлĕх каррине ним те улăштараймасть. Çавăн пекех дронпа тепловизортан хỹтĕленмелли утиялпа плащсем те _ салтаксемшĕн питĕ кирлĕ япаласем.
Шăмăршăри «Веçех _ фронт валли!» пуçару ушкăнĕ хỹтлĕх карри çыхасси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Кунти хастар хĕрарăмсен ĕçĕ _ куç умĕнче. Тăван киле отпуска таврăннă ентешĕмĕрсенчен, кỹршĕллĕ округсен волонтерĕсенчен хатĕр япаласене (çав шутра _ дронпа тепловизортан хỹтĕленмелли утиялсемпе плащсем те) парса яратпăр. Гуманитари пулăшăвĕ çитни салтаксемшĕн çеç мар, пирĕншĕн те _ пысăк савăнăç-çке! Ĕçĕмĕр сая кайманни паха. Çак кунсенче эпир 300-мĕш сетка çыхса пĕтертĕмĕр! Чун-чĕремĕрте _ куççуль кăларакан туйăм!
Çывăх вăхăтра пирĕн, заказ панă тăрăх, 20 хỹтлĕх плащĕ çĕлесе ĕлкĕртмелле, вĕсене СВО зонин тĕрлĕ енне ăсатмалла. Галина Веденеева, Любовь Давыдова, Ольга Миронова, Эльвира Алексеева _ профессиллĕ çĕвĕçсенчен пĕртте кая мар. Кунне-çĕрне уямасăр çĕвĕ машини умĕнче вĕсем. Паллах, округри кашни ялтах çĕвĕç (çĕлеме пĕлекен) пур. Вĕсене те пĕрлехи ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр. «Тумлам çине тумлам _ кỹлĕ пулать», _ тенĕ пек, кашнийĕ пĕр япала çĕлесе хатĕрлесен те, усси пысăк пулĕ.
Фронтри салтакăмăрсем пуриншĕн те çапăçаççĕ, юн тăкаççĕ _ хамăрăн та вĕсене май пур таран пулăшмаллах! Округри çыннăмăрсене хỹтлĕх карри çыхмашкăн чĕнсе калатпăр. Эпир пулăшмасан _ кам пулăштăр Çĕр-шывăмăр хỹтĕлевçисене?
Валентина Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ фронт валли!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.